Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мучи ним тума аптӑраса шап-шурӑ сухалне пӗтӗркелеме пуҫларӗ (пӑлханнӑ чухне хӑй сисмесӗрех сухалне пӗтӗрме, чӗпӗтсе туртма тытӑнать вӑл), унтан кутамккине ҫӗклесе сӗтел ҫине ялти кучченеҫсем кӑларса хучӗ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Вася пӳрнисемпе хӑйӗн галстук вӗҫне пӗтӗркелеме тытӑнчӗ, ҫапах та вӗсем ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ.Вася теребил пальцами кончики своего галстука и, не отрываясь, смотрел на них.
Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.
— Татьяна Николаевна, — терӗ Прокофий, — уссине пӗтӗркелеме чарӑнса, каллех инҫетри сӑрт-тусем ҫинелле пӑхса, — мӗн эсӗ унта хытӑ тӗрӗслетӗн?
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫамрӑк ҫын нумайччен ҫамкине сӑтӑркаласа тӑчӗ, унтан мӑйӑхне пӗтӗркелеме пуҫларӗ, унтан хӑйӗн пальто ҫанни ҫине пӑхса илчӗ; юлашкинчен, вӑл мӗн тумаллине шутласа илчӗ.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унта ӑна, ухмаха, усси пӗтӗрме вӗрентнӗ те, вӑл килте те ман арӑм умӗнче усси пӗтӗркелеме тытӑнчӗ.Научили его там, дурака, усы крутить, вот он и дома начинает возле моей бабы усы закручивать.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Коновалов манран ҫырӑвне илчӗ те, шухӑша кайса, пӗр аллипе ӑна пӳрнисем хушшипе ҫавӑркалама, теприпе сухалне пӗтӗркелеме тытӑнчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
- 1