Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтсе (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Невушлӗ ҫав териех пӗтсе ҫитнӗ эпир?

Помоги переводом

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пирӗн пуҫлӑхсен дояркӑсене калама ӑшӑ сӑмах пӗтсе ҫитнӗ пулмалла.

Помоги переводом

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑнӑх-кӗрпе кашни кун Пӗтсе пырать пӳлмере.

Помоги переводом

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Культурӑллӑ революцин юлашки тапхӑрӗнче мӗн пур рабочисемпе хресченсене пӗлӳлӗх тӗлӗшӗнчен интеллигенци шайне ҫитереҫҫӗ, халӑха вӗрентес ӗҫӗн пӗтӗм системинче ӗҫпе вӗренӗве пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарса туса пыраҫҫӗ, ҫапла вара ӑс-тӑн ӗҫӗпе вӑй-хал ӗҫӗ хушшинчи уйрӑмлӑхсем пачах пӗтсе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах халӗ эсир мана киле кайма ирӗк парӑр: ирччен кунта юлма пултараймастӑп эпӗ, кам та пулин эп милицирен тухнине курсан, манӑн пӗтӗм авторитет пӗтсе ларма пултарать.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Аялти, пӗчӗкки, яртах уҫӑмлӑ, ҫӳлти — шупкарах та — хӑвӑртах ирӗлсе ҫухалчӗ, унтан тепри те хӑрах вӗҫӗнчен такам ӗмсе янӑ пек пӗтсе пычӗ.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кухньӑра салтаксене пӗҫерсе ҫитерме апат-ҫимӗҫ те пӗтсе ҫитрӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ак тамаша, пӗрин сасси пӗтсе ларнӑ.

Но вдруг у одного певца пропал голос.

Сас ҫухатнӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/467

Ӗҫ кунӗ пӗтсе пыратчӗ ӗнтӗ, ывӑнасса та хытах ывӑннӑччӗ, ҫапах та выставкӑна кайса курассине ырана хӑварма чӑтӑм ҫитереймерӗм — художество галерейине тухса чупрӑм.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Краҫҫын пӗтсе ҫитнипе лампа хӑйчикки пек тӗтӗм кӑларать, кӗлет тулли тӗтӗм явӑнать.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Квартал пӗтсе килнӗ чух ҫӗнӗ задани хушса пани ӗҫ ритмне пӑсать, йӗркеллӗ ӗҫлекен коллективран аврал команди туса хума хистет, штурм тапратма хушать.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Иккӗмӗш квартал вӗҫӗнче те плана пысӑклатрӗҫ, халӗ те, виҫҫӗмӗш квартал пӗтсе килнӗ вӑхӑтра, ҫаплах турӗҫ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Апла-капла те: канма кайса килтӗм те, укҫа пӗтсе ҫитрӗ те.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Колхозри Осоавиахим ӗҫӗ пӗтсе ларнӑ, ҫапах та кураканӗ ҫук.

Помоги переводом

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Ҫав кулӑ Таранов чӗрине витӗрех шӑтарчӗ тейӗн — сасартӑк вӑйӗ пӗтсе килнипе тӗпрен каснӑ йывӑҫ пекех сулӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Темскер ырри, лайӑххи пӗтсе пымасть-и капла?

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрлӗ сӑлтава пула ялта лайӑххи пӗтсе пыни, усалли ҫӗнтерни ҫинчен ҫырнӑччӗ, анчах издательство повеҫе хирӗҫлерӗ, ӑна планран кӑларса пӑрахассипе хӑратрӗ, тӳрлетсе ҫӗнетме сӗнчӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑнсӑртран кӑна вӑл йывӑҫсем хушшипе пӗр пӗчӗк ярӑм шуса тухать те ман ҫумри хӑва тӗми ҫулҫисене юлхавлӑн хускатса, ҫавӑркаласа пӑхать, вара мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех сисӗнкӗсӗр тепӗр ҫӗрелле каять, е тата хӑш чух, тӗмӗ ӑшӗнчен урӑх тухмасӑр, ҫавӑнтах лӑпланса пӗтсе ларать.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пӗр икҫӗр-виҫҫӗр утӑмранах ҫул пӗтсе ларчӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ҫавӑнпа ӑна ниҫта кайса кӗмелле мар йывӑр пулса ҫитет, ун чухне ҫухалса кайма та, йӑлтах пӗтсе ларма та пулать.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней