Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эсир каҫарӑр мана, приключениллӗ романсенчи капитансем кӑна ҫӗр ҫул хушши ӗнтӗ хӑйсен карапӗсемпе пӗрле пӗтеҫҫӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Карттӑ ҫине миллион лартатпӑр, унсӑр пуҫне тата мӗнпур бригада пӗтӗм вӑй-халтан тӑрӑшса ӗҫлет, кусемсӗр пуҫне ыттисем те, пирӗн ҫӗршывра укҫаран хаклӑрах шутланакан япаласемпе приборсем нумай пӗтеҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫапла Таня ячӗпе пухнӑ темӗн чухлӗ чечексем вырӑна ҫитеймесӗрех пӗтеҫҫӗ; Беридзе пӗтӗм тайгари чечексене Таньӑна парнелесе панӑ пулӗччӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ну, ҫапах та, вӗсем — пӗтеҫҫӗ!
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Дворянсем пӗтеҫҫӗ ӗнтӗ, халӗ эсир хӑвӑр дворянсем — илтетӗр-и?Дворянству — конец подписан, теперь вы сами дворяне, — слышите?
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Эпир ӑна лӑплантаратпӑр, вӑл вӑрҫать: «Ҫынсем пӗтеҫҫӗ, эпир вара ларатпӑр!..» тет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑйне тытма пӗлмен ҫитменлӗхсем ҫинчен мӗн калаҫасси пур — вӗсем ҫӑмӑллӑнах пӗтеҫҫӗ.Что говорить о недостатках в манерах — это легко и быстро изживается.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ пункта хӗрӗх икӗ доброволец ҫеҫ ҫапӑҫса ҫитеҫҫӗ, ыттисем ялсене саланса пӗтеҫҫӗ.На условленный сборный пункт пробилось лишь сорок два человека, остальные разбежались по деревням.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Суя партизансем тарса пӗтеҫҫӗ те, хулари ҫынсем патне кӗрсе, урӑх тум пама, пытарма тархаслаҫҫӗ.Мнимые партизаны будут забегать в дома и просить жителей переодеть и укрыть их.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Пӑр куписем яла ҫитиччен пӗр километрта пӗтеҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ne sortez pas de la ligne, a vos places, sacre nom… — кӑшкӑрать французсен капралӗ, салтаксем вара кӑмӑлсӑрланса саланса пӗтеҫҫӗ.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑйсем те пӗтеҫҫӗ, ыттисене те пӗтереҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пӗтӗм ҫӗршывӗпе ҫак самантра мӗнчулӑн пӗтеҫҫӗ вӗсем!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Хӑвӑрт ҫунса пӗтеҫҫӗ вӗсем — масса хушшинче палӑрман паттӑрсем.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Йывӑртарах сывлӑшсем аяла анаҫҫӗ, ҫӑмӑлтараххисем ҫӳле хӑпараҫҫӗ, сарӑлса каяканнисем пӗтӗм сывлӑша сарӑлса пӗтеҫҫӗ.
Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Халь вӗсем хыҫҫӑн хӑвалама юрамасть, вӗсем рашчаналла тарса пӗтеҫҫӗ, эпир вара вӗсене урӑх курас та ҫук.
ХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӗсем мулкачӑн арпаштарса пӗтернӗ йӗрин тӗлне-йӗрне тупаймасӑр аптӑраса пӗтеҫҫӗ.
Мулкачӑсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Килччӗрин — вӗсем пурпӗр пӗтеҫҫӗ, Ирӗке тухӗҫ ӗҫҫыннисем.
«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Тата кансӗртерех пулчӗ, халӑх нуши тата йывӑртарах; мӗнпур таса чунлӑ, малта пыракан ҫынсем пӗтеҫҫӗ.Стало еще хуже, народная нужда еще тяжелее; душится все передовое, честное.
Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
«Пурте пӗтеҫҫӗ, чӑнлӑх ҫеҫ пӗтмест» (ваттисен сӑмахӗ).«Все минет, только правда останется» (старая русская пословица).
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.