Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗррехинче сăмах пирĕн базăра пур.
пӗррехинче (тĕпĕ: пӗррехинче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара мана пӗр асаилӳ сасартӑк шалтах тӗлӗнтерчӗ — пӗррехинче хампа мӗн пулса иртни халь шӑп та лӑп ҫавӑн пекех тепӗр хут пулса иртнине астуса илтӗм: ун чухне те ҫакнашкал вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхетчӗ, хӗвел хурӑнсем хыҫне анса ларатчӗ, эпӗ хӗр ҫине пӑхаттӑмччӗ, вӑл ун чухне вулатчӗ, эпӗ ӑна магнитларӑм та, вӑл ман ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ; ун чухне те эпӗ кунашкалли пӗррехинче пулса иртни ҫинчен аса илнӗччӗ.

И вдруг я испытал странное чувство: мне вспомнилось, что именно все, что было теперь со мною, — повторение того, что было уже со мною один раз: что и тогда точно так же шел маленький дождик, и заходило солнце за березами, и я смотрел на нее, и она читала, и я магнетизировал ее, и она оглянулась, и даже я вспомнил, что это еще раз прежде было.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чӑнах та, халӗ аса илтӗм-ха акӑ: пӗррехинче, пӗррехинче ҫеҫ, эпӗ пӗр ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗрарӑма савсаттӑм та, ӑна нихҫан та вара хам еннелле ҫавӑраймарӑм…

Правда, теперь вспомнил: один раз, один только раз я любил женщину с твердой волей, которую никогда не мог победить…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗррехинче эпӗ вӑл хӑй патне чӗннине сиснӗ пек пултӑм.

Помоги переводом

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Пӗррехинче чикӗри дозор ҫакӑн пек мина ҫине пырса тӑрӑннӑ та.

Помоги переводом

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Пӗррехинче, ҫуллахи ӑшӑ ҫумӑрсем ҫуса иртнӗ хыҫҫӑн, карта кӑмписенчен чи пӗчӗкки, Пӑньтӑк ятли, тутлӑ ыйхӑран вӑранса каять, карӑнкалама тытӑнать.

Помоги переводом

Кӑмпасем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 285–286 с.

Пӗррехинче телевизор пӑхса ларатпӑр.

Помоги переводом

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Пӗррехинче анне шӑллӑмпа иксӗмӗре пӗрер татӑк ҫӑкӑр касса пачӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр — ҫӗр тӗрекӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 265–266 с.

Пӗррехинче Ванюкпа урамра выляттӑмӑр.

Помоги переводом

Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.

Туррӑн Удмурт ҫӗрӗнче пурӑнакан Елена чури: «Пӗррехинче эпӗ, — тесе ҫырать хӑй пирки, — хам пӑрахнӑ ачамсене куртӑм тӗлӗкре. Вӗсен пӗрин те алли-ури ҫук (миниаборт вӑхӑтӗнче алури татӑла-татӑла ӳкет иккен)… Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ питӗ пӑшӑрханма, ӳкӗнме тытӑнтӑм. Хам тунӑ усал ӗҫӗм манӑн чӗреме ҫунтармаллипех ҫунтарма тытӑнчӗ. Эпӗ халь аван пӗлетӗп: вӗсене вӗлернӗшӗн ман ӗмӗрӗм вӗҫленичченех ӳкӗнсе, асапланса, вӗсемшӗн Турра кӗлтуса пурӑнма тивет…»

Помоги переводом

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пӗррехинче, сӗм ҫӗрле, Мамипе Ашшӗ пит хытӑ хирӗлнӗ чух сасартӑк шарт сиксе вӑранса кайнӑччӗ вӑл.

Помоги переводом

Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пӗррехинче Вихтӗре, «иккӗ» паллӑ илнӗшӗн Макҫӑм Алексеевич уроксем хыҫҫӑн хӑварнӑччӗ.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗррехинче хайхискер кӑвар валеҫсе ҫӳрес ӗҫе ансатлатма шутлать.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑт ҫавӑнта пӗррехинче Улӑп канма ларнӑ та ҫӑпатине салтса силленӗ.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗррехинче Кульпи ашшӗпе Шупашкара ярмӑрккӑна кайнӑччӗ, унта шурӑ ҫӳҫлӗ хитре каччӑпа Эктелпе паллашнӑччӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗррехинче Узин хӑйсен ялӗнчи пысӑках мар йывӑҫ ҫуртлӑ лавккана кӗчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Лавккана нихҫан пӗрле тухманскерсем, пӗррехинче апат-ҫимӗҫ лавккине иккӗш те тухрӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗррехинче Теней арӑмӗн аллинче пиртен ҫӗленӗ енчӗк асӑрхарӑм.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗррехинче Кирей килне таврӑнса сумккине лартма ӗлкӗреймерӗ, ун ҫине Илепи сиксе ӳкрӗ, тӗрлӗ усал та намӑс сӑмахсемпе калаҫма пуҫларӗ, вӑтанма та пӗлмерӗ, куҫӗсем алчӑраса кайса кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла ялтӑртатрӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗррехинче кӗркунне эпир, Йӗпреҫ ентешӗсем, «Шупашкар» лавккине хирӗҫ вырнаҫнӑ вӑрман паркӗнче пухӑннӑччӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗррехинче Шупашкара пӗр кӑмӑллӑ йӗкӗтпе кайнӑччӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней