Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӗлтерӗшӗпе мар пирвайхи, туй ҫинчен пӗлсенех чи малтан пыратӑп, ҫавӑнпа пирвайхи хӑна.— Первый не в смысле значимости, а потому что первый явлюсь, как только услышу о свадьбе.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Мӗнпур хусканӑвӗнче, кашни сӑмахӗнчех, — шутлатӑп эпӗ, — мӗнле-тӗр чыслӑх (ҫав самай йӗрӗнчӗкле сӑмахӑн чи аван пӗлтерӗшӗпе пӑхсан, паллах), ҫутҫанталӑк панӑ темле чечен виҫелӗх палӑрать унӑн…»
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пӗлтерӗшӗпе, статусӗпе те мар, темле пысӑк ҫынлӑхпа, ырӑ атмосферӑпа.
Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21
Те Надежда Крупская ячӗпе, те ахаль «Надежда» — шанчӑк пӗлтерӗшӗпе, ас тумастӑп ӗнтӗ ӑна.То ли в честь Надежды Крупской, то ли просто "Надежда" - в смысле надежда, не помню уж.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
«Виҫҫӗ» хисепӗн асамлӑ пӗлтерӗшӗпе психологи параллельлӗхӗ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.