Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерсе (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул пӗтерни ҫинчен пӗлтерсе янӑракан шӑнкӑрав сассине кашни шкул ачиех чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.

Помоги переводом

Умра - ҫӗнӗ тапхӑр // Элӗк тӑрӑхӗ. http://alikovopress.ru/umra-cene-tapxar.html

— Алюнапа кун пекки нихӑҫан та пулманччӗ, ӑҫта каяссине пӗлтерсе хураканччӗ! —

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗшӗн шикленсе Вильгельм ҫӗршывран тухса тарса Германие таврӑннӑ, унта вӑл хӑйне «Албани кнеҫӗ» ятпа пӗлтерсе пурӑннӑ.

Опасаясь за свою жизнь, Вильгельм покинул страну и вернулся в Германию, где продолжал именовать себя «албанским князем».

Вильгельм Вид // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B8%D ... 0%B8%D0%B4

Вунҫиччӗмӗш ҫулхи ноябрь каҫӗнче «Аврора» крейсер ҫав тӗттӗмлӗхе хӑйӗн вӑйлӑ прожекторӗсемпе сирсе янӑ, ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫланни ҫинчен пӗлтерсе, тупӑран пенӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗлтерсе тӗрӗс турӑр, мучи.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӑватӑ ҫул иртсен кнессет ӗҫӗ вӗҫленни ҫинчен пӗлтерсе ҫӗнӗ суйлав ирттереҫҫӗ.

Спустя четыре года объявляется роспуск кнессета и проводятся новые выборы.

Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82

Коллективлӑ Хӗвел Анӑҫ Раҫҫейри суйлав пӗтӗмлетӗвне йышӑнма килӗшменнине малтанах пӗлтерсе хучӗ.

Так называемый коллективный Запад уже заранее заявил о непризнании итогов выборов в России.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫӗнӗ хыпарсен редакцийӗ те ӗҫ ҫыннисем хӑйсен кӑҫалхи социализмлӑ обязательствисене чысла пурнӑҫлассишӗн кӗрешни ҫинчен вӑхӑтра пӗлтерсе тӑрать.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радио тӑрӑх республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем йышӑннӑ социализмлӑ обязательствӑсем тата вӗсене мӗнле пурнӑҫласа пыни ҫинчен тӑтӑшах пӗлтерсе тӑнӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хаклӑ вӑхӑтӑра сая ярса ан ҫӳрӗр, — терӗ Потапов, калаҫу пӗтнине пӗлтерсе.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр, мӗнпур ҫамрӑка пӗлтерсе тух: ҫӗрле пурте авӑн ҫапатӑр.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑҫан мӗнле купса лавӗсем ҫулпа иртессине аслаҫу вӑрӑ-хурахсене малтанах пӗлтерсе тӑнӑ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малта та, хыҫра та, икӗ енчен те сыхлӑх ушкӑнӗсем таврара мӗн пулса пынине тӗплӗн сӑнаса, штаба пӗлтерсе тӑчӗҫ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗрӗссине пӗлтерсе хӑтӑлма май пур тесе малалла каларӗ:

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук пырса кӗриччен кӑштах маларах Лукарье патне Мавра килсе кайнӑ та, ӗнер упӑшки Анук патне кӗни ҫинчен пӗлтерсе, ун кӑмӑлне пӑтратса хӑварнӑ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Волга» тормоз колодкисене ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрттарса йывӑррӑн чарӑнчӗ те, малтан панӑ укҫа ҫитнине пӗлтерсе, тата малалла та кӗтмелле-и тесе ыйтса таксист мана тинех ӑнӑҫу сунчӗ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Вӑл директор ҫумӗнчен хӑраса та именсе сӑлтавне пӗлтерсе ыйтса кӑнтӑрла иртсен общежитие таврӑнчӗ.

Помоги переводом

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫавӑнпа хӗре ӗҫ пирки тепӗр кун директорпа калаҫмаллине пӗлтерсе хӑнана шкул общежитине кайса ҫӗр каҫма сӗнчӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӑштахран каччӑ хӑй парӑннине пӗлтерсе, хӗре алӑ тытса мухтарӗ, кӗсьерен сӑмса тутри кӑларса тарланӑ пит-куҫне шӑлса тулалла тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫӑл куҫ та, хӑй чӗррине пӗлтерсе, каллех тапма тытӑнать.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней