Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, урӑххи ҫук; Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук; Мана пӗлмерӗн пулсассӑн та, Эпӗ санӑн пилӗкне ҫыхса ятӑм: 6. Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫуккине, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, урӑххи ҫуккине тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пӗлччӗр.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тулӑхлӑ пурӑннӑ чухне хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чун-чӗререн савӑнса, хавасланса ӗҫлесе тӑма пӗлмерӗн, 48. ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа [Турру] сан ҫине тӑшман ярӗ, эсӗ ӑна ӗҫмесӗр, ҫимесӗр, ҫарамас тӑрса юлса, пӗр нимӗнсӗр юлса ӗҫлесе тӑрӑн; вӑл санӑн мӑйна тимӗр сӳсмен тӑхӑнтартӗ, ҫапла сана асаплантарсах ҫитерӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 3. ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр; 4. халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ; 5. анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ; 6. апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр; 7. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2