Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗнчеле арланӑ чухне пӗвӗ ҫитместчӗ, анчах ку ӗҫе хӑнӑхса ҫитрӗ.
Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576
Тӑсмака ҫанӑсене кӗпе пӗвӗ ҫумне тӳрӗ кӗтеслӗн лартнӑ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Унӑн пиҫӗ пӗвӗ шывра авкаланни витӗрех курӑнать, ирӗксӗрех ун патнелле алла тӑсас килет.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Йӑрӑс та ҫӳллех мар пӗвӗ, ҫаврака пичӗ, ялан йӑлтӑр ҫутӑпа ҫиҫекен куҫӗ, юман ҫулҫи ҫинчи ҫӑпан пек пӗчӗк сӑмси, кулма хавас ҫӳхе тути, хулпуҫҫи таран хумлӑ-хумлӑ, хӗвел ҫаврӑнӑш ҫеҫки пек сарӑ кӑтра ҫӳҫӗ ӑна хӑй ҫулӗнчен чылай ҫамрӑклатаҫҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Пӗвӗ, хытарса ҫитереймен пек, утнӑ чух та, пӗр вырӑнта тӑнӑ чух та лӑнк-ланк каять, пуҫне наян лаша каялла пӑхнӑн пӑра-пӑра илет.
7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Акӑ хӗр, пӗшкӗнсе, ҫӑмӑллӑн, ӗнӗҫӳллӗн хурӑн туратти иртет, пуртта кашни сулса ямассерен пиҫӗ пӗвӗ шур хӑва пек авӑнать.
6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Икӗ аллипе ҫавӑрса тытнӑ пурттине кашни сулса ямассерен хӗрӗн пиҫӗ пӗвӗ шур хӑва пек авӑнса илет.
3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ваҫиле хӗремесленсе кайрӗ, унӑн пӗвӗ тӑрӑх ӑшӑ хум чупса кайрӗ, киленнипе куҫне хупрӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пуринчен ытла пӗвӗ пӗчӗккипе ӑна палахинчен уйрӑлма хӗн пулнӑ.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пӗвӗ яштака.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Халӗ Тихон Ивановичӑн вӑрӑм пӗвӗ кӗпер пек курӑнать.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Павӑл пӗвӗ самаях чӗтренсе илни сисӗнчӗ.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пӗвӗ хурама тункати пекех.
XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Унӑн пӗвӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнмарӗ темелле.
XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кӑнтӑрти Австрали тӑрӑх вӗҫӗ-хӗррисӗр, пӗр евӗрлӗ сарӑ-хӗрлӗ пейзажсем хушшинче, ҫӳренӗ май ҫӗр ҫийӗнче этем пӗвӗ ҫӳллӗш хатӗрленӗ тирпейлӗ тӗмескесене асӑрхама пулать.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Пӗвӗ те ҫирӗп, йӑрӑс.
Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.
Кӑвакарнӑ ҫеҫ мар — лутра Энтрейӗн пуҫӗ шӑтнӑ, тӑсланкӑ Унтрейӑн сылтӑм ури сусӑрӑлнӑ (ҫӳлтерехрен ҫапайман ӗнтӗ лутра Энтрей, пӗвӗ ҫитмен…).
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Пӗвӗ те, тен, вӑрӑмрах кайӗччӗ-и, халӗ вӑл — вӑтам пӳллӗ хӗр.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Укахви, ҫынсенчен юлас мар тесе, паккусне сарлака илме ӑнтӑлса, пӗвӗ ҫитменнипе мӗнпур кӗлетке сулӑмӗпе ҫаврӑнса, малалла ӳпӗнсе ҫулатчӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ырхантарах пит-куҫлӑ вӑл, пӗвӗ йӑрӑс та ҫӳллӗ.
Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.