Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхрӑмӑр (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхи апат ҫисен эпир пит хаваслӑ кӑмӑлпа манӑн кимӗ ҫине лартӑмӑр та юханшыв леш енне пулӑ тытма кайрӑмӑр, кӑнтӑрла ҫиме апат-ҫимӗҫ хамӑрпа пӗрлех илсе кайрӑмӑр; вӑхӑта пит аван ирттертӗмӗр вара, сулла пырса пӑхрӑмӑр, вӑл тӗрӗс-тӗкелех ларать, киле каҫхи апат тӗлне тин таврӑнтӑмӑр; пӑхатпӑр та — пурте хӑраса ӳкнӗ, шуйханчӑк, анкӑ-минкӗсем пек ҫӳреҫҫӗ; пире каҫхи апат ҫисенех ҫывӑрма выртӑр теҫҫӗ, мӗншӗнне каламаҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫыру пирки те пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ; пире кирлӗ те мар-ха вӑл, хамӑрах вӗсенчен лайӑхрах пӗлетпӗр; Салли аппа пире пусма тӑрӑх хӑпартса ярса хӑй каялла кайсанах, эпир йӑпӑшт ҫеҫ нӳхрепе чӑмрӑмӑр, унти шкапран йӑпӑр-япӑр ыранхи кӑнтӑр апачӗ валли тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме илтӗмӗр те хамӑр пӳлӗме таврӑнтӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫывӑрма выртрӑмӑр, вунпӗр сехет ҫурӑра каллех тӑтӑмӑр.

После завтрака мы, в самом отличном настроении, взяли мой челнок и поехали за реку ловить рыбу, и обед с собой захватили; очень хорошо провели время, осмотрели плот, нашли, что он в полном порядке, и домой вернулись поздно, к самому ужину; смотрим — все ходят такие перепуганные, встревоженные, что совсем ничего не соображают; нам велели, как только мы поужинаем, в ту же минуту идти спать, а почему — не сказали, и про новое письмо — ни слова; да мы и не нуждались, потому что и так все знали не хуже ихнего; а как только мы поднялись на лестницу и тетя Салли повернулась к нам спиной, мы сейчас же юркнули в погреб, к шкафу, нагрузились провизией на целый обед, перенесли все это к себе в комнату и легли, а около половины двенадцатого опять встали.

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Алӑка ҫапла уҫса шала кӗтӗмӗр, шӑрпӑк ҫутса пӑхрӑмӑр та ку ҫурт сарай ҫумне тӗксе лартнӑскер кӑна-мӗн, Джим патне кӗме ҫук; урай та ҫук кунта, пӗр сӑмахпа каласан, никама та кирлӗ мар тутӑх катмаксемпе кӗреҫесемсӗр пуҫне, нимӗн те хуман кунта.

Цепь упала, мы отворили дверь, вошли, зажгли спичку и видим, что это только пристройка к сарайчику, а сообщения между ними нет; и пола в сарае тоже нет, и вообще ничего в нем нет, кроме ржавых, никому не нужных мотыг и лопат да сломанного плуга.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫывӑрса тӑрсан, эпир хурах шайки ҫӗмрӗк пӑрахут ҫинче ҫаратнӑ япаласене пӑхрӑмӑр; темӗн те пур унта: атӑсем, утиялсем, хӗрарӑм кӗписем, ытти япаласем те, кӗнеке нумай, инҫете пӑхмалли труба, виҫӗ ещӗк сигара.

Проснувшись, мы пересмотрели все добро, награбленное шайкой на разбитом пароходе; там оказались и сапоги, и одеяла, и платье, и всякие другие вещи, а еще много книг, подзорная труба и три ящика сигар.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӳрт ӑшне кантӑкран пырса пӑхрӑмӑр.

Мы заглянули в окно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫапла ӗнтӗ эпир Томпа иксӗмӗр ҫыран хӗррине ҫитрӗмӗр, аялалла, хула ҫинелле, пӑхрӑмӑр та, унта пӗтӗмпе те виҫ-тӑватӑ ҫутӑ кӑна курӑнать — ку пӳртсенче чирлӗ ҫынсем пур пулмалла; ҫӳлте, пуҫ тӑрринче, ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшаҫҫӗ; хуларан анатарах пӗр миля сарлакӑш юханшыв мӑнаҫлӑн та лӑпкӑн юхса выртать.

Ну так вот, когда мы с Томом подошли к обрыву и поглядели вниз, на городок, там светилось всего три или четыре огонька — верно, в тех домах, где лежали больные; вверху над нами так ярко сияли звезды, а ниже города текла река в целую милю шириной, этак величественно и плавно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпир ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр.

Мы оглянулись.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унтан эпир чылай алӑксене уҫа-уҫа пӑхрӑмӑр, анчах ниҫта та пушши ҫук, пур ҫӗрте те халӑх.

Потом мы приоткрывали двери разных комнат — всюду были люди — и шли дальше.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир пурне те ҫисе пӑхрӑмӑр.

Мы попробовали все.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чӑн та, кун пирки эпир Люсьӑпа — вӑл пирӗн отрядӑн председателӗ, — тен, кун пек хӑтланма кирлӗ мар пуль, тесе канашласа та пӑхрӑмӑр.

Правда, мы говорили с Люсей — она председатель нашего отряда, — что, может, не надо так.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Юрать кунта кӗрсе пӑхрӑмӑр.

— Хорошо, что мы сюда заглянули.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗр унта кӗрсе пӑхрӑмӑр та ӑнсӑртран вӗсем ҫине пырса перӗнтӗмӗр.

Там мы лазили и нечаянно наткнулись.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Элексейпе тӑрӑшса та пӑхрӑмӑр, анчах ачасем ҫуратас вӑхӑт пирӗн иртрӗ пулас, — тем ҫухатнӑн тарӑннӑн хашлатрӗ Кӗтерне.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эпир хамӑр та ӗҫсе пӑхрӑмӑр — чӑнах та аван, ӗҫме аптрамасть.

Мы это сами пробовали — и ничего, пить можно.

II // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Хурт парса пӑхрӑмӑр — ҫавӑнтах ҫисе ячӗ, тахҫанах чӳлмек ӑшӗнче пурӑнать тейӗн.

Дали ей червя — сразу съела, будто век свой в банке жила.

Арлан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 104-105 с.

Пӑхрӑмӑр та тӗлӗнсех кайрӑмӑр — ҫӑрттан ҫурӑмӗ ҫине шапа ҫыпҫӑнса ларнӑ, патакпа тӗртсе аран-аран уйӑрса илтӗмӗр.

И вот мы видим — лягушка села на неё и так присосалась, что мы долго не могли её оторвать от щуки далее палкой.

Ҫӑрттан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 93 с.

Ҫапла эпир темиҫе хутчен туса пӑхрӑмӑр, вутӑ купи хыҫне майланса тӑтӑмӑр, пӑрчкана хӑратса ятӑмӑр, унтан пӗшкӗнсе ларса, малалла тухса тӑракан пуленкке турачӗ ҫине аппарата тӗл тытса кӗтсе тӑтӑмӑр.

Мы проделали то же самое несколько раз, приладились, спугнули, присели, навели аппарат на одну веточку, выступающую из поленницы.

Пӑрчкан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 81–84 с.

Тӗрлӗ майлӑ шухӑшласа пӑхрӑмӑр, нимӗнне те тавҫӑрса илейместпӗр.

Стали все мы об этом догадываться.

«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.

Ҫамрӑк чухне эпир вӗсене кӑшт кухньӑра, ӑшӑ ҫӗрте усрарӑмӑр, вӗсене ҫӑмарта тураса ҫитертӗмӗр, лайӑх пӑхрӑмӑр.

Мы их некоторое время подержали на кухне, в тепле, крошили им яйца, ухаживали.

«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.

— Нимӗҫсем ҫине ҫителӗклех пӑхрӑмӑр пулас.

— Кажется, довольно мы насмотрелись на немцев.

II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Итлесе пӑхрӑмӑр — пӑшӑлтатаҫҫӗ… нимӗҫсем!

Прислушались — шепчутся… немцы!

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней