Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхкаларӗ (тĕпĕ: пӑхкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр самантрах вӑл картишнелле чупса тухрӗ те индеец пек, урнӑ манерлӗ хӑтланма тапратрӗ: кӑшкӑрашрӗ, ахӑлтатса кулчӗ, арҫын ачасем хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗ, шикленмелле хӑрушшӑн хӳме урлӑ тапа-тапа сикрӗ, пуҫхӗрлӗ утса ҫӳрерӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен паттӑрла ӗҫсем туса хӑтланчӗ, хӑй пӗрмаях Бекки еннелле пӑхкаларӗ — вӑл пӑхать-ши, пӑхмасть-ши тесе шухӑшларӗ.

В следующее мгновение он был уже во дворе и бесновался, как индеец: вопил, хохотал, гонялся за мальчиками, прыгал через забор, рискуя сломать себе ногу или голову, ходил вверх ногами, кувыркался — словом, выделывал все, что только мог придумать, а сам все время косился исподтишка на Бекки Тэтчер: видит она это или нет.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ун ҫине пӑхса илчӗ, унтан тӗтреллӗ куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхкаларӗ те метис хӑйне сӑнанине курах кайрӗ.

Взглянул на него, потом осмотрелся по сторонам, еще ничего не понимая, и встретился взглядом с Джо.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Акӑ Бекки ҫаврӑнӗ те ун хыҫҫӑн крыльцана тухӗ тесе ӗмӗтленсе, вӑл вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе алӑк ҫинелле пӑхкаларӗ.

Он долго стоял в нерешимости и тревоге, то и дело поглядывая на дверь, в надежде, что Бекки одумается и выйдет к нему.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йытти айванла унталла-кунталла пӑхкаларӗ, ухмахра юлнине вӑл хӑй те чухларӗ пулмалла.

У пса был глупый вид, да он, должно быть, и чувствовал себя дураком.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней