Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӗвекре тӗрлӗ порошоксен пайӗсем пӑтранса тӑрсан та ҫакӑн пек явлениех пулать, кунта шӗвеке янӑ тӗпренчӗксен плотноҫӗ мӗн чухлӗ ытларах, вӗсем тӗнӗлрен ҫавӑн чухлӗ аяккарах кайса вырнаҫаҫҫӗ.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
— Кӑмӑл пӑтранса килчӗ, — суйрӗ ача, — пулкалать ман ун пекки.
Укҫа // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Кӑмӑл пӑтранса килне пек, тӑварланӑ хӑяр ҫиес килнӗ пек туйӑнса кайрӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Мӗнле ҫеҫ шухӑш пӑтранса ҫаврӑнмарӗ-ши унӑн пуҫӗнче?
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӑтранса шӑвакан хура пӗлӗтсене кисрентерсе, аслати авӑтса, икӗ хутчен ҫине-ҫине шатӑртатса аҫа ҫапрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑтантарас мар тесе хӗр купӑсҫӑ ҫине пӑхас темерӗ, анчах та качча тем пулчӗ — кӗвӗ пӑтранса кайрӗ те купӑс сасси пач шӑпланчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Эх, акӑ вӑл, Ванюшӑм, пуҫ пӑтранса каймалла ҫывӑхра.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫӑл куҫ кӑна темле пӑтранса хуралса выртрӗ.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Юлашкинчен пурте пӑтранса кайса ним йӗренкисӗр хӑйӑр тӑвӑлӗ ӑшӗнче ҫаврӑна пуҫларӗ.Наконец, все смешалось и закрутилось в сплошном песчаном урагане.
Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
— Апла пӑтранса кайма юрамасть.
VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ун умӗнче пӗр вӑхӑт таҫтан вӗҫсе килнӗ вӗтӗ-вӗтӗ ӳпре тӗрки ҫаврӑнса, пӗтӗрӗнсе, пӑтранса тӑчӗ, пысӑкланчӗ-пӗчӗкленчӗ, саланчӗ-чӑмӑртанчӗ, пӗр евӗрлӗн нӑйӑлтатрӗ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫумӑр ҫӑвать, шыв пӑтранса юхать, ҫил кӗпере вӗҫтерсе каяс пек силлет.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тӳпере икӗ сий пӗлӗтсем хӗвеланӑҫнелле шурӗҫ, аялти сийӗ, ҫӳхе те татӑклӑ-татӑклӑскер, хӑвӑрт ҫаврӑнса, пӑтранса куҫрӗ, ҫиелти ҫавна май кас-кас тепӗр май шунӑнах туйӑнса тӑчӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Шанчӑксӑр ҫын — ҫунатсӑр, ҫулне час ҫухатать, пӑтранса каять, шурлӑха лексе путать…
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Эпӗ вара, кӑнтӑр хырӑм сури шӑнкӑравланипе кукӑле тутанса та пулин пӑхасшӑнччӗ, анчах ӑна ҫурмаран хуҫрӑм та — ӑшӑм, мӗн курнине кӗлемесӗр, ҫавӑнтах каскаланса кайрӗ, выҫӑ хырӑмра мӗн юлни пӑтранса, лӗкленсе, хӑвӑрӑлса хӑпарчӗ; пӗтӗм кӗлеткем пӑрӑнарах каялла туртӑнса илчӗ: ара, купӑсти ҫӗрсе, хӑмӑрланса-симӗсленсех ларнӑ та.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Ҫавна кура Аркадий те тӑп чарӑнчӗ те вӑрт сулахаялла сулӑнчӗ, кӗпер карлӑкӗ урлӑ аялалла тимлерӗ — хумханса, пӑтранса, авӑр евӗр хӑмпӑланса тӑракан шывра, пӗр вырӑнта, сарӑ квадрат майлӑрах лаптӑк палӑри-палӑрми мӗлкеленсе ҫуталкалать, тачка пӑяв пек хумсем, унран уйрӑлса, авӑнчӑк-пӑрӑнчӑк ункӑлана-ункӑлана, пӗр-пӗрин ҫине йӑвалана-йӑвалана, утлана-утлана, шуйхӑнсах аяккалла йӑпӑртатаҫҫӗ, йӑкӑр-йӑкӑр кусаҫҫӗ; сарӑ «квадратпа» юнашарах, хӑйне путма памасӑр: «Пулӑшӑ-ӑ-ӑр!» тесе пыр тулли тӑвӑнса кӑшкӑрашкаласа, ӗҫ ҫи-пуҫлӗ темле арҫын халсӑррӑн тапӑлтатать.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ӑшӗ пӑтранса килнипе ӑна пӑвнӑ чухнехи пек сывлама йывӑр пулчӗ, пырне темскер капланчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хуралҫӑ стакана ҫӳҫене-ҫӳҫене тытрӗ, тути патне илсе пынӑ чух шӑрши сӑмсана кӳ-кӳ! ҫапрӗ, ӑш пӑтранса хӑпарчӗ, анчах вӑл парӑнма шутламарӗ-ха, сывламасӑр тумлам юлмиччен ӗҫсе ячӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
— Турра шӗкӗр, — терӗ вӑл, — чылайччен пӑтранса пурӑннӑ хыҫҫӑн хамӑр юртра каллех йӗрке туса ҫитертӗмӗр.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пурте куратпӑр, халь самана акӑш-макӑш пӑтранса кайрӗ.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.