Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑсса (тĕпĕ: пӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Эсир Мана итлемесессӗн, ҫакӑ манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 15. Эпӗ хунӑ йӗркесене вырӑна хумасассӑн, сирӗн чунӑр Манӑн саккунӑмсенчен йӗрӗнсессӗн, ҫапла Манӑн халалӑма пӑсса Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме пурӑнӑҫлама пӑрахсассӑн — 16. Эпӗ те сирӗнпе ҫапла пулӑп: сирӗн ҫине сехре хӑппи, нишлӗх, тар чирӗ ярӑп, ҫавсем пирки куҫӑрсем курми пулӗҫ, чунӑр халтан кайӗ, хӑвӑрӑн тырӑ вӑрлӑхне кӑлӑхах акӑр, ӑна тӑшманӑрсем ҫисе ярӗҫ; 17. Хамӑн сӑнӑма сирӗн енне ҫавӑрӑп та, эсир хӑвӑр тӑшманӑрсем умӗнче тӑкӑнатӑр, тӑшманӑрсем сире пуҫ пулса тӑрӗҫ, хӑвӑра никам хӑваламасӑрах тарма пуҫлатӑр.

14. Если же не послушаете Меня и не будете исполнять всех заповедей сих, 15. и если презрите Мои постановления, и если душа ваша возгнушается Моими законами, так что вы не будете исполнять всех заповедей Моих, нарушив завет Мой, - 16. то и Я поступлю с вами так: пошлю на вас ужас, чахлость и горячку, от которых истомятся глаза и измучится душа, и будете сеять семена ваши напрасно, и враги ваши съедят их; 17. обращу лице Мое на вас, и падете пред врагами вашими, и будут господствовать над вами неприятели ваши, и побежите, когда никто не гонится за вами.

Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вӗсем Эпӗ хушнисене астуса тӑччӑр, ҫакна пӑсса хӑйсем ҫине ҫылӑх ан илччӗр, ҫылӑхпах вилмелле ан пулччӑр.

9. Да соблюдают они повеления Мои, чтобы не понести на себе греха и не умереть в нем, когда нарушат сие.

Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ҫӗр ҫине пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр пӗтӗмпе ирсӗрленнӗ, пурте хӑйсен ҫӗр ҫинчи ҫулне пӑсса пӗтернӗ.

12. И воззрел [Господь] Бог на землю, и вот, она растленна, ибо всякая плоть извратила путь свой на земле.

Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пирӗн халӑх этемлӗх историйӗнчи чи хӑрушӑ тата юнлӑ вӑрҫӑра тунӑ ҫӗнтерӳ пӗлтерӗшне пур майпа та пӗчӗклетес тата хаксӑрлатас тесе фактсене пӑсса кӑтартаҫҫӗ.

Извращаются факты, чтобы всячески умалить и даже обесценить значение Победы нашего народа в самой страшной и кровопролитной войне в истории человечества.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Хута янӑ объектсем ҫинчен калакан даннӑйсен пӗрлехи бази йӗркеленет, ҫакӑ иккӗмӗш хут шута илессине тата туса лартнӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр ҫинчен пӗлтерекен сведенисене пӑсса кӑтартассине сирме май парать.

Формируется единая база данных о введенных объектах, что позволит исключить повторный учет и искажение сведений о построенном жилье.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней