Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вӑхӑтри политика лару-тӑрӑвӗнче ун пек проект республика Тӗп саккунӗ пулма пултарайманнине пӗлсе тӑрсах ҫырнӑ документӑн тӗллевӗ пысӑкчӗ: Чӑваш Енӗн суверенитечӗ тӗнче прави субъекчӗ таранах ҫӗкленмелле, ҫак малкурӑма пирӗн туйса тӑмалла, ӑна пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшмалла.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
Ман алӑри пӗчӗк диктофона курсан вӑл каллех асаилӳ авӑрне путрӗ: — Ун чухнехи техника пысӑкчӗ, йӑтса ҫӳреме меллӗ марччӗ.
Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Хӑмла хӑйхаклӑхӗ пысӑкчӗ, ҫавӑнпа эпӗ лайӑх хак ыйтнӑ.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫак пулӑм ялсене аталантарма пулӑшас шанӑҫ пысӑкчӗ, анчах вӑл вӑй илсе ӗлкӗреймерӗ - пӑчланчӗҫ ҫав цехсем.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№