Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пыратпӑр (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир ҫакӑн пек меслетпе кӗрешессине хирӗҫ пыратпӑр.

Мы против таких методов борьбы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Эпир пӗр сӑмахпа каласан, ҫав тери пысӑк тухӑҫлӑха ӳстеретпӗр. Тепӗр тесен, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайе лайӑхлатса халӑха валли хӑтлӑ условисем туса пама витӗм кӳрсе пыратпӑр. Тепӗр тесен бизнеса аталанса вӑй илсе пыма та меллӗ, условисем пӗтӗмпех хӑтлӑ», - тенӗ вӑл.

Помоги переводом

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

- Эпир пӗчӗк коллективпах (Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче 4 ҫул-йӗр инспекторӗ) ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑха сирес, ҫынсене, шкул ачисене ҫул ҫинче сиксе тухакан синкерлӗхран асӑрхаттарас тӗллевпе сахал мар ӗҫ туса пыратпӑр.

Помоги переводом

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Правленире кӗт пире, халех пыратпӑр.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫил-ҫунатлӑ урхамах ҫине утланнӑ та кӑвак тӳпепе ҫӗр хушшинче вӗҫсе пыратпӑр.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пыратпӑр пасаралла.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Сывалам кӑна, пыратпӑр», — терӗ Ленин юлашкинчен.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн васкамалла, тавлашса тӑрар мар, Ахматек, пысӑк киммине хатӗрле унта, эпир ханпа, Кӗрккепе халех пыратпӑр.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир пӗтӗмпе шутласа пыратпӑр.

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗтсе тӑрӑр, часах вырӑссемпе Хусан патне пыратпӑр.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пыратпӑр.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Виҫҫӗ чӗнтертӗм ӗнтӗ, пыратпӑр тесе те, пымастпӑр тесе те каласа ямаҫҫӗ.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир Риммӑпа хулран хул тытӑнса пыратпӑр.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Пӗрре ҫулла, ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра, аттепе иксӗмӗр пуп пахчи айккипе пыратпӑр.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир унпа шкула кайма миҫе кун юлнине шутласа пыратпӑр.

Помоги переводом

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ана пуҫӗпе виҫсӗмӗр те хуллен утса пыратпӑр.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

- Эпир страницӑсен дизайнне лайӑхлатса, материалсен содержанине пуянлатсах пыратпӑр.

Помоги переводом

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Пыратпӑр! — терӗ савӑннӑ Укка.

— Непременно придем, — с радостью согласилась Укка.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпир РФ «Ветерансем ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн район администрацийӗпе, ял тӑрӑхӗсемпе, социаллӑ хӳтлӗх пайӗпе, социаллӑ страховани фончӗпе, пенси фончӗн клиент службипе, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗренӳ, культура тата спорт учрежденийӗсемпе, обществӑлла организацисемпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлесе пыратпӑр.

Помоги переводом

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Пыратпӑр пек шӑп иккӗн ҫех.

Помоги переводом

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней