Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗсене (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тин ҫеҫ тухакан хӗвел ҫынсен ҫӗтӗк-ҫурӑк шупка шлепкисене, хырнӑ пуҫӗсене ҫутатать.

Восходящее солнце освещало серые рваные шляпы и бритые головы.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Помещиксемпе вӗсен хӳрешкисем пуҫӗсене хӑйсен тӗттӗм те тӑвӑр панцырӗсем ӑшне пытарчӗҫ.

Помещики и их угодники глубоко втянули головы в свой темный и тесный панцырь.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Паян вӗсем пуҫӗсене ҫӗклеме те, ҫӑварӗсене уҫма та хӑяймаҫҫӗ.

Сегодня они ни головы поднять, ни рта открыть не посмеют.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мужиксем пуҫӗсене йӑтса пӑхнӑ та, каллех усӑнса, ӗҫе пикеннӗ.

Мужики подняли головы кверху и молча снова опустили их, принявшись за работу.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пуҫӗсене каҫӑртса, ачасем кайӑксем вӗҫнине ним чӗнмесӗр савӑнса пӑхса тӑнӑ, лӑпкӑ савӑнӑҫпа йӑлтӑртатакан ӗшеннӗ куҫӗсене вӗсем кайӑксем ҫинчен илеймен.

Закинув головы, мальчики молча любуются птицами, не отрывая глаз от них.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хань Лао-лю патне килнисем пуҫӗсене тая-тая килӗсене саланчӗҫ.

Члены семьи и поручители разошлись с поклонами и приседаниями.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лампа тӗрӗллӗ сенкер стенасене, тӗттӗм хӗрлӗ шкапа, йӑхран йӑха юлса пынӑ ылттӑнланӑ таблицӑна тата кӑмӑлтан калаҫса ларакан Юаньмаотунь ялӗнчи помещиксен пуҫӗсене ҫутатма пуҫларӗ.

Лампа изливала свет на узорные голубые обои стен, темно-красный шкафчик, позолоченные таблицы предков и на головы дружески беседующих помещиков деревни Юань-маотунь.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Самантрах ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗрет — эпӗ сехӗрленсе ӳкнӗ гитлеровецсем ҫийӗпех иртсе каятӑп, ман самолет винчӗ кӑшт кӑна вӗсен пуҫӗсене лекмерӗ.

Сейчас же принимаю новое решение и проношусь прямо над головами оторопевших фашистов, чуть не задевая их винтом.

19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илчӗҫ, унтан пуҫӗсене усса сапаланса кайрӗҫ.

Они переглядываются и расходятся, понурив головы.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗсем пуҫӗсене питех те кулӑшла е пӗр енне, е тепӗр енне сулкаласа ҫак япала ҫине ун-кун пӑхкаласа тӑчӗҫ.

Они забавно наклоняли голову набок и смотрели то одним, то другим глазом.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Кӑнтӑрла вӗсем хӗвел питтинче выляҫҫӗ, каҫпала вара пуҫӗсене пӗр-пӗрин ҫумне хурса ҫывӑраҫҫӗ.

Днём они играют на солнце, а ночью спят, положив головы друг на друга.

Лео-кассир // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӗсем умӗнче сӑрламалли кистьсемпе краскӑсем пур, шыв тултарнӑ стакан ларать, вӗсем хӑйсен урокӗпе интересленнипе пуҫӗсене ҫӗклемесӗр ӗҫлеҫҫӗ.

Перед ними аккуратно лежат кисти и краски, стоят стаканчики с водой, они работают не подымая глаз, увлеченные уроком.

Шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ку, хай, паҫӑрхи акӑлчан каларӗшле, хӑйсен пуҫӗсене ҫӗклеме хӑяйман мӗнпур туземецсемшӗн усӑллӑ пулӗ.

Это будет уроком для всех туземцев, которые осмеливаются, как сказал англичанин, подымать голову.

Ют ҫӗршыва пӑхӑнтаракан // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Гарри юратать вара ҫак шурӑ курткӑллӑ та шалпар йӗмлӗ, пуҫӗсене шура ҫитсӑ чӗркенӗ ҫӳлӗ те лӑпкӑ ҫынсем ҫине пӑхса тӑма, хӑй ача кӑна пулин те, ун умӗнче ҫак улӑпсем чӗтресе тӑраҫҫӗ тесе шухӑшлать вӑл, хӑй мӗн тутарас тенине тума лешсем хальтен-халь хатӗр.

И Гарри нравилось смотреть на высоких тихих людей, одетых в белые куртки, в широких штанах, с белыми повязками на головах, и чувствовать, что хотя он мальчик, а они великаны, но они трепещут перед ним и готовы выполнить любое его желание.

Ют ҫӗршыва пӑхӑнтаракан // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пакистан халӑхне вӑл кайӑкла ҫынсем тетчӗ те, халӗ ҫавсем пуҫӗсене ҫӗклеҫҫӗ иккен.

На то, что дикари, как он называл пакистанцев, подняли голову.

Ют ҫӗршыва пӑхӑнтаракан // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Лашисен пуҫӗсене тӗпеклентерсе ҫыхнӑ, ҫилхисене илемлӗ хӑюсемпе ҫивӗтлесе пӗтернӗ.

На головах лошадей красовались разноцветные султаны, разноцветные ленты были вплетены в гривы.

Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Нимӗҫсем ҫак чӑрсӑр юлташсене пеме пуҫларӗҫ, анчах та хӑйсем пуҫӗсене кӑларма хӑранӑ пирки иллюминаторсем витӗр кӑна персе тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа тӑшман пульлисем тӗлсӗр-паллисӗр ҫеҫ сапаланаҫҫӗ.

Немцы открыли по горячим ребятам огонь, но высовываться боялись, стреляли через иллюминаторы, вслепую, вдоль бортов.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пыйтланнӑ, пуҫӗсене ҫӗтӗк-ҫурӑк чӑрканӑ, пӗр-пӗрне хӑваласа иртсе кайса таракан нимӗҫ салтакӗсем нимӗн чухлӗ те ҫӗнтерекенсем пек марччӗ.

Вшивые, с тряпьём на голове, бегущие наперегонки, немецкие солдаты не были похожи на победителей.

Кӗрешӳ штабӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Нимӗҫ салтакӗсем пуҫӗсене хӗрарӑм тутӑрӗсемпе е ал айне лекнӗ ҫӗтӗк-ҫурӑксемпе чӑрканӑччӗ.

Головы у них были закутаны в женские платки или какие-то тряпки.

Кӗрешӳ штабӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӗсем тӑшманпа нумаях ҫапӑҫаймарӗҫ, анчах та эпир хамӑр Тӑван Ҫӗршывшӑн пуҫӗсене хунӑ ҫав виҫӗ паттӑрӑн ятне нихӑҫан та манас ҫук.

Недолго они воевали, но мы никогда не забудем этих первых павших в бою партизан.

Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней