Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ман ҫинчен те ҫырма пулать, тесшӗн мар-и эпӗ? — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй, анчах ҫав шухӑшран ҫавӑнтах вӑтанса кайрӗ, ӑна хӑвӑртрах пуҫӗнчен хӑваласа яма тӑрӑшрӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Сӑмах май пирӗн ҫакна палӑртса хӑварас килет: колхозлӑ ял ӗҫченӗсен пурнӑҫне сӑнласа паракан хӑш-пӗр произведенисене вулатӑн та унти чылай вырӑнсене, конфликтсене ӗненместӗн, мӗншӗн тесен авторӗ вӗсене чӑн пурнӑҫран илмен, хӑй пуҫӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Анчах тул енчен сӑнаса тӑнӑ чирлисенчен пӗри — ҫамрӑк кӑна хӗрарӑм ӑна пӗррех пуҫӗнчен щетка аврипе хаплаттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах шалтан тепӗр милиционер вӑрра урисенчен ҫулса илнӗ, — Демахин кайсан вӗсем коридортан кӗмелли алӑка ҫаклатнине ҫӗмӗрсе пӳлӗме кӗнӗ иккен…
3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Лешин аллинче пысӑк мар лум пекки (пӑта кӑлармалли хулӑн тимӗр) пулнӑ та, вӑл пӗрех Демахина пуҫӗнчен ҫапма сулса янӑ.
3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Шӑнса хытнӑ Шанаров сарай кӗтессинчи пӗрене пуҫӗнчен тыткаласа анма пикенет кӑна, пуҫне пӗксе мӗкӗрекен вӑкӑр ун патнелле чавтарса пырать.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Эс те ҫи, Гена, — ачана пуҫӗнчен ачашларӗ вӑл.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Мӗн калаҫан, ухмах! — ачана пуҫӗнчен ҫапанҫи пулчӗ хӗрарӑм.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫав хушӑра шакла пуҫлӑ драгун, аяккинчен тапӑнса, Тимофей-хусаха хӗҫӗпе пуҫӗнчен ҫапрӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫак шухӑш патька-патша пуҫӗнчен кая пӗлмерӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав вӑхӑтра ӑна хыҫалтан хӗҫӗн тӳнтер енӗпе пуҫӗнчен шаплаттарчӗҫ.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑрушӑ шухӑш кая пӗлмест пуҫӗнчен.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Илӗм-тилӗмпе пӗрлех Савантер пуҫӗнчен усал-тӗсел ҫухалма тытӑнчӗ, вӑл мӗн тумалли пирки ӗретлӗрех шухӑшлакан пулайрӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку пуҫӗнчен пырса тытан, леш пуҫӗнчен саланса каять.
Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑна тӑшман хӗҫӗ пуҫӗнчен лекнӗ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗлтӑвакан ватӑ патне чупса пычӗ те ӑна урипе пуҫӗнчен тапрӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унтан хӑйех ку усал шухӑша пуҫӗнчен сирсе яма тӑрӑшрӗ.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кашкӑр, пуҫӗнчен такам ҫапнӑн, ҫӗре ӳкрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах ун пуҫӗнчен ҫав малтанхи шухӑш ҫаплах кая пӗлмерӗ-ха.
Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслу ку шухӑшне часрах пуҫӗнчен сирсе яма тӑрӑшрӗ:
Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Атаманран Пукачран, Салам илнӗ йыхравран: Ыран ирех Хусана Ту пуҫӗнчен тапӑнма, Атӑл урлӑ каҫмалла, Йӑлӑм тӑрах каймалла…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.