Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн, чӗрӗ пуҫсен, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламалла.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шелсӗр ҫӑхансем ҫав чӗрӗ пуҫсен куҫӗсене сӑха-сӑха шӑтарнӑ, ҫивӗч сӑмсисемпе пуҫ шӑммине таккаса ҫӗмӗрсе, мимине сӑхнӑ.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫынсем кӑвайт тавралла тӗршӗнеҫҫӗ; ку — хура пуҫсен кӑвайтӑн хӗрлӗ сӗмӗнчи талккӑшпех ҫапкаланакан, силленекен унки-ҫаврашки.Толпа теснилась вокруг костра; то было сплошное мятущееся кольцо черных голов на красном фоне огня.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Ҫав самантрах кивӗ ҫурт хыҫӗнчен пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе тухрӗ; малта авкаланса-хӑлаҫланса, патаксемпе сулкалашса турӑ ҫынни-ҫапкаланчӑксем кускалаҫҫӗ; ик айккипе арҫын ачасен пӗлӗчӗ сӗнкӗлтетет; чӗнтӗрлӗ вӑрӑм патаксем ҫинче пӗчӗк хунарсемпе ҫветтуйсен сӑнӗсем, амӑшӗн варӗнчи хаяр пит-куҫне пӗркелентернӗ тискер пепкесене аса илтерекен хура йӗрӗхсем силленеҫҫӗ-хуҫкаланаҫҫӗ; вӗсен тавра ҫухӑрашса тата ӗсӗклесе ҫурма ҫутӑ пуҫсен тинӗсӗ тӗркӗшет; ылтӑнланӑ йывӑҫ тӗксӗммӗн йӑлтӑртатать; тимӗр хоругвисем пӗр-пӗрне лексе чӑнкӑртатаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Акӑ Канаш ҫурчӗ умӗнче тӳрем курӑнса кайрӗ: пуҫсен тӗтре капламӗсем хуплакан океанӗ, хунарсен сарлака йӑлтӑртатӑвӗ.
Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кӗленче ҫавра тӳпемсем, ҫутӑн хӗресленсе мӗлтлетекен пайӑркисем, шутласа кӑларайми пуҫсен юхӑмӗ-авӑрӗ, — таҫта шалалла-курӑнмилӗхелле каяҫҫӗ, тӗтӗмлӗ, тусанлӑ сӗм тӗттӗмлӗхре ҫухалаҫҫӗ.
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл пӑхнӑран пуҫсен хумханакан тинӗсӗ шӑпланма пуҫларӗ.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Витӗр курӑнакан тӑрӑсен хыҫӗнчи башньӑсен ӗлкисене, сӑрӑ е хура-хӗрлӗ тӗслӗ ҫуртсен капламӗсене, пуҫсен ҫийӗнче куҫкалакан нумай-нумай ҫуната, тумсемпе чапӑрланнӑ, хумханакан лапама Гусев хӑпартланса сӑнать.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Шӗвӗр сӑмсаллӑ чул пуҫсен, пӗчӗк тискер чӗр чунсен ӳкерчӗкӗсен, сӑрланӑ маскӑсен, ӗлкипе тата ӳкерчӗкӗпе этрусксен авалхи амфорисене ытла та тӗлӗнмелле аса илтерекен ҫыпӑҫтарнӑ вазӑсен хушшинче ӑна пилӗк таран калӑпланӑ пысӑк статуя кӑсӑклантарать.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хӑйсен тӑшманӗсен пуҫӗсем нумай вӑхӑт хушши ҫӗрмесӗр упранса тӑтӑр тесе, маориецсем малтан ҫав пуҫсен миммине кӑларса илеҫҫӗ, сӑмсисене турпассемпе ҫирӗплетсе лартаҫҫӗ, хӑйсен кӗлеткине ан ҫухатчӑр тесе, сӑмса шӑтӑкӗсене йӗтӗн сӳсӗпе тултараҫҫӗ, ҫӑварӗсемпе куҫ хупанкисене ҫӗлеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
- 1