Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫлансан (тĕпĕ: пуҫлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан малтанхи уйӑхсенче тӑван килтен апат-ҫимӗҫрен пурнӑҫ ҫиппине татӑлса каймах памалла мар пулӑшкаларӗҫ-ха, Ҫӗнӗ Ҫул хыҫҫӑн вара ку пулӑшу самай пӗчӗкленсе, «май пур таран» е «ҫӗрулмиленсе» ҫеҫ юлчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хаваслӑ вӑйӑ-кулӑ, ташӑ-юрӑ пуҫлансан, юбилярсем ҫамрӑксенчен уйрӑлса юханшыв хӗрнелле ерипен утрӗҫ.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Астӑватӑп-ха, строительство пуҫлансан эрне иртнӗччӗ-и иртменччӗ-и, пӗр юлташ мана хӗрӳленсех ҫапла ӑнлантарма пикенчӗ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Анчах пӑлхану пуҫлансан, вӗренекенсем хӑйсен ӗҫӗпе тӑшмансене Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑпа кайма ирӗксӗртен пулӑшнине, хӑйсем гранатӑсем валли капсюльсем тунине ӑнланса илчӗҫ.

Но началось брожение, ученики поняли, что они своей работой невольно помогают подготовке антисоветской войны, что они производят капсюли для гранат.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ирхи кӗлӗ пуҫлансан, вӑл юрланӑ ҫӗртех сасартӑк чыхӑнчӗ те каҫӑхса кайса ӳсӗрме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах чуна хытӑрах ыраттармалли кайран тупӑнчӗ: сеанс пуҫлансан, Акчуровпа Нагасова юнашар ларчӗҫ; япшар чӗлхеллӗ каччӑ ун ҫумнерех ларма тӑрӑшрӗ; хаваслӑ Аля ӑна хӑй ҫумӗнчен сирсе ямарӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Завода ӑна, вӑрҫӑ пуҫлансан, райкомол янӑ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче, час-часах ҫу уйӑхӗнче те, калчасем шӑтса аталаннӑ вӑхӑтра, уяр типӗ кунсем пуҫлансан, щитсене илсе калчасене каҫхине шӑвармаллаччӗ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Сивӗ, сулхӑн кунсенче шитсене илсе ӑшӑ памалла, шӑрӑх пуҫлансан, щитсене ҫӗнӗрен лартса, калчасене хӗвеле хӑнӑхтармалла.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Гитлер вӑрҫи пуҫлансан, эпӗ тӑватӑ ҫул вӑрман хуралҫинче хамах ӗҫлерӗм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан, малтанхи кунсенчех вӑл фронтра фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑста разведчик пулнӑ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан, аттене те, Тимӗрҫӗ Прухура та, ыттисене те фронта илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Кӗрхи ҫумӑрсем пуҫлансан колхоз техники каллӗ-маллӗ ҫӳресе урама урӑм-сурӑм чавса пӗтеретчӗ.

Помоги переводом

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Империализм вӑрҫи пуҫлансан иккӗмӗш ҫулхине салтак ҫулӗ ҫитнӗ Савруша та вӑрҫа илсе кайнӑ.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑҫал, Хусанта вӑрҫӑ пуҫлансан, пӗрререн пӗрре калама тӑтӑм — манран тара пачӗ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӗпе-сапа пуҫлансан, вӑл выртрӗ те урӑх тӑраймарӗ, пуҫне ҫытар ҫинчен те ҫӗклейми пулчӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ун пек калаҫу пуҫлансан вара, шӑпланса, хурланса лараттӑм.

Помоги переводом

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хуҫалӑхра ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫлансан «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗнче тӑрӑшакан пӗртӑван Беловсем чи малтан хире тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗҫре хастар Беловсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... %b5%d0%bc/

Ак халь, вӑрҫӑ пуҫлансан, ку мӑрсасем Хусан майлӑ ҫапӑҫрӗҫ.

Помоги переводом

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗренӳ ҫулӗсем пуҫлансан вӗсене учхоза ҫӗрулми пуҫтарма илсе кайнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней