Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна-кӑна ӑнланман аслашшӗ: «Эсрел путек-киллех ан тӗпӗртет-ха эс, Шӑнкӑрч, курмастӑн-им, аннӳ ҫывӑрать», — тесе хӑтӑрма та пӑхать, виҫӗ кӗтеслӗ ҫырӑва курсан, ӑна мӑнукӗнчен илет, вӑрахчен ҫавӑркаласа пӑхать, мӑнукӗсен «пуслӑхне» кӑмӑллӑн калать:
Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Акӑ вӑл лавне тӳнтерсе пуслӑхне хучӗ те, каялла таврӑнса, Прохор Степанович патне пычӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
— Наше дело хуткупӑс, — текелесе, пуслӑхне урапа ещӗкӗ ҫине пӑрахать, вӗрен туртнипе якалнӑ ҫекӗлне ҫавӑрса хурса, лашине ҫурӑм тӑрӑх чӑпӑрккапа туртса илет.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Воронин пӑртманетне сарса унта пӗр тенкӗлӗхе чикрӗ, ун ӑшӗнчен вак укҫасем кӑларса, ултӑ вунӑ пуслӑхне илсе хӑй ывӑҫ тупанӗ ҫинчен Яковлев ывӑҫ тупанӗ ҫине хучӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл хӑйӗн юлашки юлнӑ ултӑ вунӑ пуслӑхне прилавка ҫине кӑларса хума пултарайманнипе кӑна ҫирӗппӗн утса иртрӗ ун чухне.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Страницы:
- 1