Поиск
Шырав ĕçĕ:
пусакансен (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сан ҫуртӑнче хурах пусакансен тӗп йӑви пулнӑ! — кӑшкӑрма тытӑнчӗ Сюльдяшов, — кала, ялта Укаслу шайккинчен тата кам юлнӑ?!
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ишӗлчӗксем хушшинче аманнисем выртаҫҫӗ; ҫапӑҫакансем вилесем урлӑ каҫса иртеҫҫӗ, тин ҫеҫ аманнисен суранӗсем ҫине пусаҫҫӗ, пуля тивсе хуҫнӑ шӑмӑсем ҫине таптаҫҫӗ; аманнисем ыратнипе йынӑшаҫҫӗ, хӑйсем ҫине пусакансен урисене ҫыртаҫҫӗ.
IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
6. Хурах пусакансен чатӑрӗсем пӗр шиксӗр лараҫҫӗ, Турра ҫиллентерекенсен чатӑрӗсемшӗн те хӑрушлӑх ҫук, вӗсен хуҫисем Турра хӑйсен аллинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ тейӗн.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1