Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем пурте пурӑнӑҫран катӑлса уйӑрӑлса кайнӑ ҫынсемччӗ, анчах вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫӗ, хуҫасене пӑхӑнмалла мар та савӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ туса лартнӑ пек туйӑнатчӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп. 16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн. 17. Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн. 18. Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар. 19. Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ. 20. Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пурӑнӑҫ сӳнсессӗн ӳт каллех тӑпра пулӗ, пурӑнӑҫ чӗмӗ шӗвӗ сывлӑш пек саланӗ; 4. вӑхӑт иртнӗҫемӗн ятӑмӑрсем те манӑҫа тухӗҫ, ӗҫӗмӗрсене те никам та аса илмӗ; пурӑнӑҫӑмӑр пӗлӗт йӗрӗ пек иртсе кайӗ, хӗвел шевлисем сапаланӑ, унӑн ӑшшипе тумла пулнӑ тӗтре пек ҫухалӗ.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Эх, пурӑнӑҫ, пурӑнӑҫ!
Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Хӗвел пурӑнӑҫ панӑ пек вӑл пире пурӑнӑҫ памасть, Сивӗ Амӑшӗ вилӗм илсе ҫӳрет.Он не похож на Солнце, которое дарует нам жизнь. Творец Холода несет смерть.
Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
«Мускав хыҫӗнче, лере, урӑх пурӑнӑҫ, Мускава парсан, ӑнланма ҫук пурӑнӑҫ пуҫланас пек туйӑнатчӗ,» тесе ҫырнӑ вӑл вӑхӑтри ҫынсенчен пӗри.«Там, за Москвой, казалось, начнется иная жизнь, немыслимая, если сдадут Москву», писал современник.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Мана Ромаҫ лартнӑ кашни ыйту, хӑватлӑ йывӑҫ хӑйӗн тымарӗсене пурӑнӑҫ ӑшнелле янӑ пек, унта вара, пурӑнӑҫ ӑшӗнче, ҫав тымарсем хӑйсем пекех ӗмӗрхи тепӗр йывӑҫ тымарӗсемпе ҫыхланса ларнӑ пек, вӗсен кашни туратти ҫинчех шухӑшсем илемлӗн чечекленнӗ пек, янӑравлӑ сӑмахсен ҫулҫисем вӑйлӑн сарӑлса пынӑ пек туйӑнатчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ хисепленӗ ҫынсем, эпӗ ӗненнӗ ҫынсем — ялан тӗлӗнмелле пӗччен, ют, тата халӑхӑн пысӑк пайӗ хушшинче, кӑткӑсем пек тӑрмашса пурӑнӑҫ купине купалама таса мар та чее майсемпе тӑрӑшакансем хушшинче яланах ытлашши шутланакан ҫынсем пулнӑ; вӑл пурӑнӑҫ мана пӗтӗмпех ухмахла, вӗлерсе пӑрахмалла кичем пек туйӑнатчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшласси пурӑнӑҫӗнчен хӑйӗнчен ҫӑмӑл маррине ӑнланма пуҫласа, эпӗ хушӑран хампа пӗрле ӗҫлекен ҫав тери тӳсӗмлӗ ҫынсене хам курайми пулнине туяттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вуланӑ ҫӗрте кичемччӗ, манӑн Тутар слободине, темле уйрӑммӑнах таса пурнӑҫпа пурӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ, ачаш чунлӑ ҫынсем патне каяс килетчӗ; вӗсем вырӑс чӗлхине пӑсса урӑхларах калаҫаҫҫӗ; каҫсерен ҫӳллӗ минаретсем ҫинчен вӗсене муэдзинсен тӗлӗнмелле сассисем мечетьсене чӗнеҫҫӗ, — эпӗ тутарсен пӗтӗм пурӑнӑҫӗ урӑхла пулӗ, вӑл эпӗ пӗлекен тата мана савӑнтарман пурӑнӑҫ пек мар пулӗ, тесе шутларӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унӑн чунӗ, ҫамрӑклӑхӑн чи ҫутӑ сӑрӗсемпе илемленнӗскер, пурӑнӑҫа паха шӳтсемпе, лайӑх юрӑсемпе, ҫынсен йӑлисемпе хӑнӑхӑвӗсенчен ҫивӗччӗн кулнипе, пурӑнӑҫ тӗрӗсмарлӑхӗсем ҫинчен хӑюллӑ сӑмахсем каланипе ҫутатса тӑратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Гурий мана хаҫатри ҫӗнӗ хыпарсене каласа паратчӗ тата «Красное домино» тесе ҫыракан алкоголик фельетонистӑн кулӑшла сӑввисене вулатчӗ те хӑй пурӑнӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн, шӳтлесе пӑхнипе тӗлӗнтеретчӗ, — вӑл мана пурӑнӑҫ ҫине хӗрарӑмсен кивӗ, капӑр кӗписемпе сутӑ тӑвакан, вӑрттӑн евӗчӗ пулса пурӑнакан мӑнтӑр питлӗ Галкина ятлӑ хӗрарӑм ҫине пӑхнӑ пекех туйӑнатчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫакӑ вара ҫынсене калама ҫук хаваслӑ пурӑнӑҫпа пурӑнма май панӑ, кун пек хаваслӑ пурӑнӑҫ урӑх ниепле майпа та ҫуралма пултарайман пулӗччӗ.Это производило ту бешеную веселость, которая не могла бы родиться ни из какого другого источника.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗтӗм ҫӗре те, хама та лайӑх тапкӑ парасси килсе каять, илемлӗ те чӗрӗ, тӳрӗ пурӑнӑҫ тӑвассишӗн пуҫласа янӑ сак пурӑнӑҫра пӗрне-пӗри юратса кайнӑ ҫынсем праҫникре ташланӑ пек пурте — эпӗ хам та — савӑнӑҫлӑ ҫавра ҫил пек ҫавӑрӑнма пуҫлаттӑмччӗ…
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ют ҫӗршывсенчи писательсен кӗнекисенче пурӑнӑҫа тасарах, кӑмӑллӑрах, хам тавра ерипен те пӗрпекле вӗресе тӑракан йывӑр пурӑнӑҫ пек мар ӳкерсе ҫыратчӗҫ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурӑнӑҫ патнелле, пурӑнӑҫ патнелле!
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вара пустуй япаласем пурте, ниме кирлӗ мар сӑмахсемпе шухӑшсем пурте, йӑлӑхтарса ҫитернӗ килӗшӳсӗр япаласем пурте, трактир таврашӗнчен йӑлтах — тӗтӗм сирӗлнӗ пек тӗлӗнмелле сирӗлсе саланса каятчӗҫ; пурин ҫинелле те урӑхла пурӑнӑҫ сывлӑшӗ, юратассипе те хурланассипе пулнӑ, шухӑша яракан таса пурӑнӑҫ ҫине килсе тӑратчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурӑнӑҫ кутӑнла хӑтланса нимне уямасӑр манӑн чунӑмри хӑйӗн чи лайӑх ҫырӑвӗсенех шӑлса пыратчӗ, тӑрӑхласа кулнӑ пекле, ун вырӑнне темле кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑр тӑратса хӑваратчӗ, — эпӗ пурӑнӑҫӑн пусмӑрлӑхне хирӗҫ ҫиленсех пит хытӑ тӑраттӑм, эпӗ ыттисем ишнӗ шыв тӑрӑхах ишсе пыраттӑм, анчах маншӑн шывӗ сивӗрехчӗ, вӑл мана, ыттисене ҫӗкленӗ пек, ҫӑмӑллӑнах ҫӗклесе тӑмастчӗ, — хӑш-хӑш чухне мана хам пӗр-пӗр тарӑн ҫӗрелле путса пынӑ пек туйӑнатчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кичемлӗ те ним намӑссӑр пурӑнӑҫра эпӗ пурӑнӑҫ учителӗсене чи пирвай тӗл пулнӑ чух вӗсем мана чун-халӗ енчен шутсӑр хӑватлӑ ҫынсем пек, ҫӗр ҫинчи чи лайӑх ҫынсем пек туйӑнса карӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав кӗнекесен хаосӗ мана пурӑнӑҫ чӑнах та мӗнлине курса тӑма кансӗрлеместчӗ, манӑн чӗрӗ ҫынсене ӑнланас килнине сӳрсе пымастчӗ, пит нумай ерекен пылчӑкран, пурӑнӑҫри наркӑмӑш йышши усал япаласенчен мана вӑл витӗр курӑнакан, анчах ним те витсе ҫитмелле мар пӗлӗтпе хупласа таратчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.