Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пурӑннине (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи кирли - тӗрлӗ наци, тӗн е политика енчен ҫынсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

«Ҫӗр ҫинче ҫынсем мӗнлерех пурӑннине таҫта ҫӳлте-ҫӳлте такамсем сӑнаса тӑраҫҫӗ пуль: кама та пулин инкек кӑтартакана хӑйне те пурӑна киле мӗнле те пулин инкекпе антӑхтараҫҫӗ».

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эп ухмах пуҫпа тепӗр чух ҫапла шутлатӑп: эпир, ҫынсем, ҫӗр ҫинче мӗнлерех пурӑннине таҫта ҫӳлте-ҫӳлте сӑнаса тӑракансем пур пуль тетӗп.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем мӗнле пурӑннине пӗлес килет вӗт.

Интересно же узнать, как они живут.

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

Качча кайнӑ хӗрарӑмра хӗр туйӑмӗ нумайччен упранса пурӑннине пӗлмесӗр, вӑл ҫавӑншӑн хӑйне хӑй айӑпларӗ…

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫамрӑклӑхра самантӑн-самантӑн ху мӗншӗн пурӑннине те манса каятӑн, анчах санӑн мӗнпур ӳтӳ-пӗвӳ, кӑмӑл-туйӑму кӑна ҫаплах ҫамрӑклӑхпа туллин сывлать.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл суд хыҫҫӑн Розӑна вӑрттӑн хут ҫырса янине тата кайран ҫав хута ҫырнӑшӑн нумайччен ӳкӗнсе пурӑннине аса илчӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Тураевсем ӑҫта пурӑннине кӗркунне пулсан инҫетренех асӑрхатӑн.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Глафира ӑҫта пурӑннине Аркаш пӗлмест: Анфиса Ксенофонтовна никама та шарламасть иккен.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ыран каҫалапа пирӗн пата пыр, атту эс эпир мӗнле пурӑннине пӗлместӗн, — терӗ Глафира анкарти хыҫӗнче сывпуллашнӑ чух.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мучӑшӗпе мӑнаккӑшӗ пур Ирӑн Шупашкарта, хайхискер вӗсем патӗнче пурӑннине Моляков тӳрех тавҫӑрса илчӗ, анчах: «Упӑшкипе пӑтӑ пӗҫереймен ӗнтӗ ку иккен, ҫавӑнпа эп кирлӗ пулнӑ ӑна», — тесе вӗчӗрхенекенскер Шупашкара кайма васкамарӗ.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Халь требовани урӑхларах: пурӑннине кӑна мар, ҫак ялта ҫурт-йӗр пурри те кандидатшӑн «плюс» шутланать.

Помоги переводом

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

— Эсӗ драгун пулнӑ чухне мӗнле пурӑннине пӗлес килсе кайрӗ.

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем мӗнле тӑранса пурӑннине курса вара манӑн пӗтӗм тӗнче илтмелле: «Эй, ҫынсем, ырӑ тума ӑтӑрсенчен вӗренӗр! Эй, ҫынсем, ӑтӑрсем пек пӗр-пӗрне юратӑр!» — теес килетчӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та Атӑлӑн ҫумӗнчи чӑвашсем Ыйтасшӑн патшаран ҫаранлӑ утравсем: Вырӑс улпучӗсем туртса илнине, Тата мӑнастирсем ҫӑлса пурӑннине.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эсӗ кама пытарса пурӑннине ху та пӗлмен пулас.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Анчах эпир ӑҫта пытанса пурӑннине никама та каламалла мар.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ ҫакна та каласшӑн сире: хӑшӗ те пулин ӑнсӑртран фашистсен аллине лексен, ыттисем ҫинчен пӗр сӑмах та калар мар, ӑҫта пытанса пурӑннине те пӗлтерер мар.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах эсир ун чух ман ҫинчен пурне те, уйрӑмах ялти ҫапкаланчӑксемпе ерӗшсе, асса-тӗссе пурӑннине, пӗлмерӗр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ ҫынсем вилсен вӗсем ҫӗр ҫинче епле пурӑннине кура чунӗсене хак пама, суд тума пултаратӑп, анчах хам патшалӑха тӗрӗс, ыхлаҫ, икӗ питленмесӗр, никама та кӳрентермесӗр пурӑннисене кӑна йышӑнатӑп.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней