Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫа (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юратнӑ хулара пурӑнни уншӑн тепӗр ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗниех пулӗ.

Наверное то, что она живет в любимом городе, вторая мечта, воплотившаяся в жизнь.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫапла унӑн малтанхи ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ.

Так у нее воплотилась в жизнь первая мечта.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ассоль ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнишӗн чунтан савӑннӑ.

Душой радовалась сбывшимся мечтам Ассоль.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗччен инвалидсем асӑннӑ центрта пурнӑҫа тытса пымалли йӗркене ӑша хываҫҫӗ: апат-ҫимӗҫ пӗҫерме, кӗпе-йӗм ҫума тата ыттине хӑнӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Социаллӑ страховани фончӗ ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна техника хатӗрӗсемпе /туяпа, тонометрпа, вуламалли-итлемелли хатӗрсемпе, пурнӑҫа ҫӑмӑллатмалли тӗрлӗ техникӑпа тата санаторипе курорт сиплевӗн путевкипе/ тивӗҫтерме тивӗҫ.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Михаил Резников хӑйӗн сӑмахӗнче республикӑри кооператорсем тӗрӗс ҫулпа пынине, коммерци ыйтӑвӗсене кӑна мар, чи малтанах социаллӑ ыйтусене татса парассине тӗп вырӑна хунине, ҫак ӗҫе халӑхран сӗт, какай, эмел курӑкӗсем туяннипе, пӗчӗк ялсенче пурӑнакансене кирлӗ таварпа, пулӑшупа тивӗҫтернипе пурнӑҫа кӗртсе пынине ырларӗ.

Помоги переводом

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

- 2015 ҫула илес пулсан, суту-илӳ, общество апатланӑвӗн, производство, хатӗрлев, пулӑшу ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас, инноваци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртсе тухӑҫлӑха ӳстерес ыйтусемпе уйрӑмах тимлӗ ӗҫленине палӑртмалла, - терӗ Валерий Михайлович. - Организацисемпе предприятисен ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 11 миллиард тенкӗпе танлашрӗ.

Помоги переводом

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Экономикӑри лару-тӑру ҫӑмӑлах мар пулин те палӑртнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе нумай тунӑ.

Помоги переводом

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Тӑрӑшуллӑ ӗҫе пула Ыхра Ҫырминчи Вахитовсем пурнӑҫа йӗркеллӗ тытса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

«Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан хӗрарӑмсен телейлӗ пулмалла - ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртессишӗн ӗҫлетпӗр эпир, - пӗр шӳтлерӗ, пӗр чӑнласах калаҫрӗ Ольга Юрьевна. - Пурнӑҫра йӑлтах хӗрарӑмран килет, пӗтӗм тӗнче хӗрарӑм тавра ҫаврӑнать. Ҫак пурнӑҫра мӗн пурри - хӗрарӑм тата ачасем».

Помоги переводом

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Юрласа-ташласа пурнӑҫа хытӑ юратнине ӗнентерчӗҫ конкурса хутшӑнакансем.

Песнями-танцами доказали участницы конкурса свою любовь к жизни.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева конкурса хутшӑнакансене пурне те шухӑшланине пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑнӑҫу сунчӗ.

Руководитель республиканского благотворительного фонда союза Женщин Лариса Игнатьева пожелала всем участницам конкурса удачи в осуществлении задуманного в реальность.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Палӑртнине пурнӑҫа кӗртмешкӗн пӗрле тӑрӑшаҫҫӗ.

Чтобы осуществить намеченное в жизни, они стараются вместе.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Канашлура Дмитрий Медведев кӗпернаттӑрсене ӗҫпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртме уйӑракан укҫа-тенкӗшӗн кашниех яваплӑ пулни пирки аса илтернӗ:

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва лайӑхлатмалли экономика ӗҫӗ-хӗлӗн ҫӗнӗ планне кӗнӗ мерӑсем регионсене субсидипе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртме 10 млрд тенкӗ таран шантараҫҫӗ.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Экономика пулӑшӑвӗн планӗн мероприятийӗсене пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенке тупӑша кура уйӑрасси паллӑ – ҫакӑн ҫӑлкуҫӗсем тупӑнсан тата пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кура – премьер ҫакӑн пирки те асӑннӑ.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хальлӗхе спортсменка хӑйӗн умне лартнӑ тӗллевсене – спорт мастерӗн ятне илессине тата шкула лайӑх паллӑсемпе пӗтерессине – пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшать.

Помоги переводом

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ростислав Николаевич каланӑ тӑрӑх - ҫакӑнпа чарӑнса тӑрасшӑн мар, малашне те промышленноҫа, предпринимательлӗхе аталантарасшӑн, ҫурт-йӗр хута ямалли инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн.

Помоги переводом

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Хӑйӗн тӗп тивӗҫне пурнӑҫа кӗртсе пынипе пӗрлех Йӗпреҫ музейӗн дирекцийӗ районти шкулсенче йӗркеленӗ музейсем пирки манмасть, вӗсене май килнӗ таран тӗрлӗ енлӗ пулӑшу пама тӑрӑшать.

Помоги переводом

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫак укҫаран 305 миллионӗ ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнчи программӑсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн кайӗ.

305 миллионов из этих денег уйдет на воплощение в жизнь программ дорожного хозяйства.

Чӑваш Енри ҫулсем валли 1 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11674.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней