Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйне хӑй тем пек ӗненесшӗн мар пулнӑ пулсан та, Светлана хӑйӗн вӑрттӑн туйӑмӗсенчен тарма пултарайман; вӑл Гришӑна саккӑрмӗш класран пуҫласах юратнӑ…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫав хирург шӑмӑ туберкулезне пула вуникӗ ҫул хушши утма пултарайман ҫынна операци туса ура ҫине тӑратнӑ иккен.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Темӗнле калаҫсан та, тавлашсан та, вӑл манпа ыттисемпе шӳтленӗ пек шӳтлеместчӗ, кулмастчӗ, — унӑн куҫӗсенче те, сассинче те эпӗ ӑнланма пултарайман илемлӗ тунсӑх пурри туйӑнатчӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Халиччен Израильте пӗр парти те суйлав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх кнессетри ҫурринчен ытла тӑракан пая (60 ытла мандат) йышӑнма пултарайман, ҫавӑнпа пур правительство та коалициленсе йӗркеленнӗ.
Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82
Испани территорине ҫапӑҫма кӗнӗ нумай ӑнӑҫлӑ рейдсенче вӑл ҫар командирӗ пулнӑ, Фредерик фордне тӑшман аллине лекесрен сыхласа хӑварнӑ, апла пулин те 1740 ҫулта Сан-Августин форта ҫӗнсе илме пултарайман.
Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF
Анчах пултарайман.
Пулла кайнӑ арҫын юрҫӳренӗпе юр ӑшне кӗрсе ларнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37278.html
Ӳнерҫӗн патриот туйӑмӗ вӑйлӑ пулнӑран вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗрне аннексиленипе килӗшме пултарайман, Париж Салонӗнче хӑйӗн Франци Лотарингипе Эльзаса ҫухатнине сӑнлакан картинӑсене тӑтӑшах кӑтартнӑ.
Альбер Беттанье // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%8C%D0%B5
Урӑхла пулма та пултарайман, мӗншӗн тесен вӑл таҫта, темле утрав ҫинче, пурӑнакан ҫын мар.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Вӑл карттӑ вулама пултарайман.
Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit
Курма та пултарайман.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ҫавӑнпа Ҫимун ӑна халӗ, паллах, кам иккенне тӳрех пӗлме пултарайман.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хумкка Хура Ҫимунран халӗ тем те кӗтме пултарнӑ, анчах салтаксене парса янӑ тапакшӑн хӑй укҫине кӑларса тыттарасси ҫинчен шухӑшлама та пултарайман.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Нихҫан та шухӑшлама пултарайман!
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑнпа эпӗ ҫӗрле тем шыраса ҫӳрекен Ҫтаппана курма пултарайман.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мӗншӗн тивертнӗ чӗлӗмӗпех ҫывӑрса ҫунса кайма пултарайман вӑл?»
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Туссем пӗр шухӑшлӑ пулса сире чӑн-чӑн пысӑк парне парӗҫ, эсир кун пирки ӗмӗтленме те пултарайман.
45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Вӑл, ман пекех, вӑрман касма та, суха тума та пултарайман.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Тӗрмере вара пурнӑҫ хӑйӗн яланхи юхӑмӗпе-юрттипе, ӑна никам та хирӗҫлеме, никам та улӑштарма пултарайман йӗркепе иртет.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Вӑл педагогика институчӗ пӗтернӗ, анчах шкулта ӗҫлеме пултарайман: урокӗнче ачасем парта тӑрӑх чупнӑ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
— Суятӑн-юптаратӑн, виҫҫӗмӗш хутӗнче сана палламасӑр тӑма пултарайман вӑл.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.