Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуласса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилӗм — ҫынна парнас ҫук, Хамӑн ята ҫӗртес ҫук, Эрне ӗнтӗ эп сисеп Темле инкек пуласса, Сан хыпарна ӗненеп, Акӑ епле иҫмасса!»

Помоги переводом

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ара, Чӗкеҫ «хӗвелшӗн» Тупа турӗ юратса: Сӑмах пачӗ ӗмӗршӗн Пӗрле арлӑ пуласса.

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шухӑшлап та ӑшчикӗм савӑнса каять: Шупашкара шӑнӑҫайми хисеп Паянхи кун пуласса эп сисеп!

Помоги переводом

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хушнине пурнӑҫлама каҫ пуласса кӗтрӗм.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Эпӗ, винтовкӑпа ҫирӗпрех тытса, пеме приказ пуласса кӗтетӗп.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Кирук шӑллӗ пытанса юлнӑ вырӑна васкарӗ, анчах куҫӗпе вӑл пур еннелле те шӑтарасла пӑхать, ӑҫтан сас пуласса кӗтсех пырать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӗркере мӗн пуласса Игорь тӳрех тавҫӑрса илчӗ: плащ-мӗн.

Помоги переводом

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Вӑл ҫакӑн пек пултаруллӑ та ҫаврӑнӑҫуллӑ пуласса та ӗненмен.

Помоги переводом

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Мероприяти хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн те, хӑнасемшӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.

Организаторы надеются, что мероприятие будет интересно как для жителей нашего края, так и для гостей.

Наци апат-ҫимӗҫӗн фестивалӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34550.html

Ай, кӗтменччӗ Ула Тимӗр Полинӑпа ӑҫта пулсан та ҫакӑн евӗр кӑмӑла шартах хуҫакан, чӗрене пас тыттаракан, пӑрлантаракан авӑкра тӗл пуласса.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ пилӗк ҫул хушши каллех пӗрле пуласса тӗмсӗлсе кӗтнӗ Полина ҫывӑхрах, юнашарах, тӗл пул ӗнтӗ унпа, калаҫ чунна уҫса кӑмӑлу туличчен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Е эпӗ ывӑннипе тирӗнсе кайса ура ҫине тӑрайми пуласса кӗтет-ши?..»

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасӑ вӑйланса, уҫӑлса пынӑ тӑрӑх Ула Тимӗр хӑй патнелле васкасах темӗнле арҫын ҫывхарнине туйрӗ, унпа куҫма-куҫӑн тӗл пуласса, чун татса калаҫасса, пӗр чӗлхе тупасса тӗмсӗлсе, чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗ, хӑйне часрах палӑртас тесе зажигалкине те ҫутрӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр япалана ҫеҫ иккӗ ҫине иккӗ хутласан тӑваттӑ пуласса пӗлнӗ пек чухлать вӑл: куҫмалла.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуҫламӑшӗ пур ӗнтӗ, вӗҫӗ те пуласса шанас килет.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Лайӑххин чикки ҫук теҫҫӗ халӑхра, ҫавӑнпа пичет кӑларӑмӗ тата интереслӗрех пуласса шанатпӑр.

Помоги переводом

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ҫӗнетсе тӗпренех улӑштарнӑ страница вулакансене ҫывӑхрах пуласса шанатӑп.

Помоги переводом

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Вунсакӑр-ҫирӗм ҫухрӑм кайсан, Акӑш кӳлли патнех ҫитсен, манӑн упа (вӑл пур-пӗрех манӑн пуласса пӗлсе ҫапла калатӑп) капан тӗпӗ пек сарлака тунката ҫине ларсах ҫур сехет канса илчӗ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Кӗр тыррисене 550 гектар ҫинче акнине, 1266 гектар лаптӑкри кӗрхи ҫӗртме сухине агротехника ыйтнӑ вӑхӑтра пурнӑҫласа хӑварнине тата кӗркуннерен ҫӗр пулӑхне лайӑхлатассипе пысӑк ӗҫсем пурнӑҫланине шута илсе, ҫитес ҫулхи тыр-пул шӑпи те шанчӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем.

Помоги переводом

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Ответ пуласса кӗтмесӗрех Пую кнопкӑна пусрӗ.

Не дожидаясь ответа, Пую нажал кнопку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней