Поиск
Шырав ĕçĕ:
пристаньсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ ӗнтӗ куҫ самаях кӗмӗлленнӗ Атӑла та, ун ҫинчи дебаркадерсене те, пристаньсене те, вӗсен ҫумне юнашса тӑнӑ пӑрахутсене те, тиевре тӑракан баржӑсене те, башньӑллӑ е порталлӑ крансене те, кӑкарӑнса тӑракан, лӑпкӑ хум ҫинче палӑри-палӑрми чӳхенекен кимӗсене те, шӗпӗлтетсе ҫырана лӑч-лач пырса ҫапӑнакан пӗчӗк хумсене те, тӗтрепе пиеленнӗ таврари ҫурт-йӗре те самаях уяма пуҫларӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
«Витязь» мостикӗ ҫинче чухнех Маклай ҫак сӑртлӑ-туллӑ ешӗл вырӑна лайӑх пӑхма ӗлкӗрнӗ, «Витязь» тинӗс пырӗнче тӑнӑ кунсенче Николай Николаевич ҫак вӑрманлӑ кӑтра тусене, коралл рифӗсене тата сайра тӗл пулакан сарӑ хӑйӑрлӑ вырӑнсене — папуассем хӑйсен пирог текен киммисене чаракан пристаньсене — бинокль витӗр чылайччен куҫ илмесӗр пӑхрӗ.
Юпасем ҫинчи пӗчӗк пӳрт // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Тарнӑ чухне вӗсем кӗперсене, блиндажсене тата блокгаузсене сирпӗнтере-сирпӗнтере яраҫҫӗ, баржӑсене, вутӑ запасне тата юханшыв ҫинчи пристаньсене те машина ҫӑвӗ е нефть сапса иртен пуҫласа ҫӗрлечченех вут тиверте-тиверте ҫунтараҫҫӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Страницы:
- 1