Поиск
Шырав ĕçĕ:
Канмалли кунсенче, ҫуллахи каникулсенче унпа эпир походсенче мӗн чухлӗ пулман-ши!
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Походсенче ҫӳресе, нӳрле ҫӗр ҫинче ҫӗр каҫкаланӑ пирки сумка шӑйӑрӑлкаласа пӗтрӗ, унӑн тӗсӗ те кайрӗ.За время походов и ночевок на сырой земле сумка пообтерлась и выгорела.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пурнӑҫӗ унӑн ҫапӑҫусемпе походсенче иртнӗ, походрах татӑлнӑ та.Жизнь его, прожитая в боях и походах, в походе и оборвалась.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑл вырӑс салтакӗн, вырӑс командирӗн хӑйне, хӑйпе пӗрле тата Суворовпа пур вӑрҫӑсемпе походсенче те пулнӑ ҫынсем ҫине ҫирӗп шанса тӑнӑ, Беннигсен: «Франци ҫарӗнче аслӑ генералсем туллиех, пирӗн кӑшт пултараканнисем те ҫук» тесе ҫырнӑ пулсан, Михаил Илларионович хӑй арӑмӗ патне акӑ епле ҫырнӑ: «ҫарӑн шухӑш-кӑмӑлӗ аван, лайӑх генералсем нумай… Шанчӑксем манӑн туллиех… Россия чапӗшӗн ӗҫсене аванлатма шутлатӑп…» тенӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑрҫӑсемпе походсенче пуйнӑ, пысӑк мухтавпа чап туяннӑ хӑшпӗр маршалсем Парижран тухса, хӑйсен канӑҫ пӗлмен императорӗ хыҫҫӑн, ҫӗнӗрен хӑрушлӑхсемпе йывӑрлӑхсем тӳсме каясшӑн пулман.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах хӑйне вӗрентнӗ учителӗн кӑтартӑвӗсене Кутузов хӑйӗн ертсе пынӑ вуншар ҫулхи ҫапӑҫусемпе походсенче, хӑйӗн мӗнпур пурӑнӑҫӗ тӑршшӗнче лайӑх упраса, пурӑнӑҫласа пынӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Хӗҫпӑшал тӑвакан мастерсем вара, походсенче пулса, хурҫӑ шӑратма вӗреннӗ.И оружейники, принимая участие в походах, в конце концов научились изготовлять прекрасную сталь.
Булатран тунӑ хӗҫсемпе сӑнӑсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Партизансем яланах ҫӗрле ҫӳретчӗҫ, шӑппӑн утма тӑрӑшатчӗҫ, походсенче сас-чӗв кӑларас мар тесе, турат-тӗрете тӗкӗнме те хӑратчӗҫ.
Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Митяйкӑпа Ленька кун пек походсенче чиперех хӑнӑхса ҫитрӗҫ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вара ватӑ атаман пӗшкӗнчӗ те курӑк ӑшӗнче табакпа чӗлӗмне, — тинӗс ҫинче те, ҫӗр ҫинче те, походсенче те, килте те алран пӑрахман чӗлӗмне, — шырама тытӑнчӗ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӑна пур козаксем те хисеплеҫҫӗ; вӑл икӗ хутчен кошевоя суйланнӑ, вӑрҫӑра та питех те маттур козак, анчах тахҫанах ватӑлса ҫитнӗ, нимле походсенче те пулман, никама та нимӗнле канаш пама та юратман ватӑ салтак, козаксен ушкӑнӗсем патӗнче хӑяккӑн выртса, пулса иртнӗ ӗҫсемпе козаксен похочӗсем ҫинчен каласа панине итлеме ҫеҫ юратнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«О, тавах сире, вӑкӑрсем!» кӑшкӑрчӗҫ запорожецсем, «ялан походсенче служить тӑваттӑрччӗ, халӗ ак ҫапӑҫура та служить турӑр!»
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кошевоя ҫӗнӗрен суйланӑшӑн ыттисем савӑннӑ-и, савӑнман-и — паллӑ мар, анчах Бульба ҫав тери савӑннӑ: вӑл унчченхи кошевоя тавӑрнӑ; кунсӑр пуҫне тата Кирдяга ун тахҫанхи юлташӗ пулнӑ, вӑл унпа ҫӗр ҫинчи тата тинӗс ҫинчи походсенче пулса ҫапӑҫу терчӗсемпе йывӑрлӑхӗсене пӗрле тӳснӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Чалаев дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ, Пархоменкопа пӗрле походсенче ҫӳренӗ.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
— Походсенче ҫапӑҫса илнӗ ҫӗр тата кам аллинче пулнӑ?
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Лепантӑри ҫапӑҫусенче, Гассан-Ага тыткӑнӗнче, Португалири юнлӑ походсенче пулнӑ воин, Сервантес — пасторальрен пуҫланӑ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл хӑйӗн «Филена» ятлӑ сӑввине походсенче ҫуррине ытла ҫухатса пӗтернӗ те халӗ юлашкине тупса пухнӑ.Он собрал всё, что осталось из листков его «Филены», на три четверти утерянных в походах.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ку сӑмахсене вӗсем йывӑр походсенче, атакӑна кайнӑ чухне, кӑвайт умӗнче юр ҫинче ҫывӑрнӑ чухне те вӗсен чӗринче пулнӑ, анчах вӗсене ун чухне каламан, кашни хӑй валли упраса пурӑннӑ.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Пирӗнтен чылайӑшӗ йывӑр походсенче вӑл юрӑран уйрӑлма пӗлмен, анчах кам ҫырнӑ-ши ӑна — эпӗ ку тарана ҫитсе те пӗлместӗп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Походсенче таткаланса ҫӗтӗлнӗ обмоткӑсем, хӗвелле ҫунса тӗссӗрленнӗ гимнастеркӑсем, уҫӑ кӑмӑллӑ сӑн-питсем…Обтрепанные в походах обмотки, выгоревшие, полинявшие гимнастерки, простые, открытые лица…
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.