Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла шухӑшласа ларчӗ Таня, пичкерен шыв юхрӗ те юхрӗ, пӗчӗк шывсикки, никам та пӑхакан ҫук пирки, шӑрларӗ те шӑрларӗ, Таньӑн тимӗр лейкине шыв тахҫанах тулнӑ ӗнтӗ, халӗ ҫӗрте никамран хӑрамасӑр юхать.
III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Ҫавӑнтанах, ҫынсем эле ӑҫтан илеҫҫӗ, ҫавӑнтанах: пичкерен.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Атте калама ҫук тилӗрсе кайрӗ, хӑй ӑҫталла утнине те пӗлмест, — урисем ӑна итлемеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл сысна какайӗ тултарнӑ пичкерен такӑнчӗ те чикеленсе кайрӗ, чӗркуҫҫисене шӑйӑрса пӑрахрӗ, вара пушшех хытӑ вӑрҫма тапратрӗ, ҫӗрти-ҫӳлтине веҫ калать; негрпала правительствӑна пуринчен ытла ят тиврӗ, анчах, чӑннипе калас-тӑк, пичке те чылай шар курчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Болгари! — тесе мӑкӑртатса илчӗ те Анна Васильевна, ҫавӑнтах: «Турӑҫӑм, вилес патне ҫитнӗ болгар, сасси пичкерен илтӗннӗ пек, куҫӗсем кунтӑ пек, типсе-хӑрса кайнӑ, сюртукӗ ют ҫыннӑн, хӑй ӑвӑс пекех сап-сарӑ, ҫапах — Елена унӑн арӑмӗ, вӑл ӑна юратать… ку темле усал тӗлӗк…» тесе шухӑшласа илчӗ.
XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пушӑ пичкерен ҫыртакансене пӗтермелли турӑмӑр.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Гайкине винтласа хуриччен виттине тытса тарӑр-ха эсир, — пичкерен илтӗннӗ пек илтӗнчӗ Вовкӑн хупӑ сасси.— Придержите крышку, пока я не завинчу гайку, — глухо, как из бочки, пробубнил Вовка.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Ҫав самантрах йӗкехӳре те пичкерен сиксе тухрӗ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Майлашӑнать те Гришатка, пичкерен — йӑкӑлт! — ҫеҫ сиксе тухать.
Чипер юл // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Туратлӑ пучахсем патне Варвара Сергеевнӑна магнит пек туртрӗ; вӑл Глашӑна хул айӗнчен тытрӗ, хӑйӗн пысӑк та хӑюллӑ утӑмӗпе пӗр стенд ҫине те пӑхмасӑрах утса кайнӑ пулӗччӗ, эрех тӑвас ӗҫри чапа тухнӑ маҫтӑрсен стенчӗ умӗнче делегатсен чылай пысӑк ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫӗре те пырса пӑхман пулӗччӗ, — ку стенда тулли бутылкӑсем купаласа хунӑ та вӗсем, аялтан ҫутатнипе, тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫавӑнтах тата пичкерен кӗрен эрех пӗр тӑкӑнмасӑр стакана юхса тӑрать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Сӑра мар, ытарма ҫук япала, — йӑл кулса пӗлтерчӗ хӗрарӑм, механизаторсем ҫине телейлӗ куҫӗсемпе пӑхса, — Халь анчах уҫнӑ пичкерен пирвайхи кружкӑсем тултартӑм.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Улталасран хӑраса, вир кӗрпинчен тунӑ сарӑ эрехе пичкерен тӑхлан чейнике мӗнле юхтарнине хӑйсен куҫӗсемпе курасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ; чейникре шыв ҫук-ши тесе, малтан хуппине уҫса пӑхаҫҫӗ, чейнике вӗри шыва лартнине курсан тин лӑпланаҫҫӗ.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Казаксем, лашисем ҫинчен анса, ункӑланса тӑнӑ та, илсе килнӗ пичкерен йывӑҫ чаплашкана чихирь юхтарса, пӗр-пӗрне тав туса ҫул курки ӗҫеҫҫӗ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Парса ярӑп, ҫӗнӗ пичкерен парса ярӑп, — тавӑрчӗ карчӑк, хӳме патне пырса.Пришлю, из новой бочки пришлю, — отвечала старуха, подходя к забору.
XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Пуҫланӑ пичкерен тултар, пепкем.
XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Эсӗ, тӑванӑм, пуҫланӑ пичкерен пама ыйт.
XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Коваленко ҫамрӑкскер, ҫӳллӗскер, тӗксӗм сӑнлӑ, шутсӑр мӑн алӑллӑ этем, сӑнӗнченех вӑл баспа калаҫасси палӑрать, чӑнахах ӗнтӗ ун сасси пичкерен тухакан сасӑ пек: бу-бу-бу тутарать…
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ача ӑна пӗчӗк юман пичкерен шыв пачӗ.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шыв пичкерен вӑйлӑн сирпӗнсе тухрӗ, пӗкӗ пек авӑнса, ҫӗре юхма пуҫларӗ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мунчи нимӗҫсен пӗчӗк блиндажӗнче ҫеҫ пулнӑ пулин те, унта тимӗр пичкерен тунӑ кӑмака тата ҫавӑн пекех тимер пичкерен тунӑ катка ҫеҫ пулнӑ пулин те (ҫавӑн пирки вӗри шывран кӑштах бензин шӑрши кӗнӗ), виҫӗ ҫул хушши ҫӑвӑнман Ваньӑшӑн ҫав мунча рай пекех туйӑннӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1
- 2