Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пиншакне (тĕпĕ: пиншак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӑҫачӗ ҫине пысӑк калуш тӑхӑнтартнӑ иккен, сарӑ кӗрӗк пиншакне аялти тӳмипе ҫеҫ тӳмеленӗ, мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ пысӑк ҫӗлӗкне ҫамки ҫинех антарса лартнӑ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ивук питне васкамасӑр шӑлчӗ, вӑрӑм сак ҫинчи вырӑнне юсанҫи пулчӗ, алӑк патӗнче ҫакӑнса тӑракан пиншакне тытса пӑхрӗ.

Ивук неторопливо протер лицо, заправил постель на длинной лавке, затем прошел к порогу, взялся за висевший на гвозде пиджак.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Хӗртет хӗвел, халӑха хире чӗнет, — тет ӑшӑ кӗрӗк пиншакне йӳле янӑ Назиб.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, эпир санран пӗр-икӗ сӑмах илтесшӗн, — лӑпкӑн каларӗ текех чӑтса тӑрайман Укахви, ашшӗн йӗпе пиншакне кӑмака ҫине ҫакса.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗпине те, пиншакне те, кив кӗрӗкне те хӑйӗнне пачӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Витӗн, — пиншакне хывса Тоньӑна ҫиелтен витӗнтерчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл пиншакне кӑвайт хӗррине ывӑтса аллипе ун ҫинелле кӑтартрӗ, хӑй вара кӑвайт тепӗр енне кайса ларчӗ, ҫӗкленӗ чӗр куҫҫисенчен чавсисемпе тӗревленчӗ.

Он бросил пиджак к костру и указал на него рукой, а сам отошел к противоположной стороне и сел, поставив локти на поднятые колени.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тинех, аса илсе, каччӑ хӑйӗн сӑрӑ пиншакне ӗҫри шурӑ курткӑпа ылмаштарма иртрӗ, хывӑнса тумлансанах тӗк те ҫил каялла вӗҫтерчӗ.

Наконец, опомнясь, он ушел заменить синий пиджак белой рабочей курткой и, едва сделав это, выскочил.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унӑн шурӑ парусин пиншакне ҫурӑмӗнчен ҫил хӑмпӑлатнӑ, уй тӑрӑх вӑл тикӗс те кичем кӗрлевпе сарӑлса вӗҫет.

Его белый парусиновый пиджак вздувался на спине пузырем от ветра, с ровным, унылым гудением стлавшегося по полю.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Пиншакне хӑпӑл-хапӑл турткаларӗ те мӑшӑр патне хыпаланса чупса пычӗ.

Живо обдергивая пиджачок, он суетливо подбежал к капитану.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Нок йӗпе пиншакне хыврӗ, тимӗр витре ҫийӗн хытӑ пӗтӗрнипех ҫырлахрӗ те каллех тӑхӑнса ячӗ.

Нок ограничился тем, что, сняв мокрый пиджак, сильно закрутил его над железным ведром и снова надел.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Курносов ҫав тери итлекен ача иккен, алӑри ҫӑкӑр татӑкне те ҫисе пӗтереймерӗ, ӑна йӳҫӗтнӗ хӑярпа пӗрле кӗсйине чикрӗ те, карттуспа пиншакне пӑтаран вӑтӑрса илсе, тухса та вӗҫтерчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивина сӑран хура пиншакне ирӗксӗрсх хывтарчӗ вӑл.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан пӑтаран сӑран пиншакне вӑтӑрса илчӗ, аран-аран тӑхӑнчӗ, кубанка текен хӑлхасӑр ҫӗлӗкне пуҫӗ ҫине пусса лартрӗ, вара алӑка тапса уҫрӗ те тӗттӗм ҫенӗке ярса пусрӗ, унта тем хӑлтӑртаттарса, картишне таплаттарса тухрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Э-эй, санпала! — лӑшах ячӗ Калюков аллине, унтан сӑран пиншакне пӑтаран вӑтӑрса илсе тӑхӑнчӗ те сывпуллашмасӑрах тухса кайрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуснутдинов, пиншакне тытса, пӗр хушӑ тем шухӑшласа ларчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну! — терӗ те Калюков Хуснутдиновӑн пӑтара ҫакӑнса тӑракан сӑран пиншакне вӑтӑрса илчӗ, хуҫине персе пачӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй вӑл ристан пиншакне те, шӑлаварне те улӑштарма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Коля шухӑшне вӗҫне ҫитермесӗрех пиншакне хыпаланса тӑхӑнчӗ те автобус чарӑнакан вырӑналла чупрӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Мӗнех вара, питех те лайӑх йӑла ку, — калаҫрӗ Миша пиншакне хывнӑ май.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней