Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пиллӗкре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитмӗл пиллӗкре пенсие тухрӗ, ҫапах кайма шутламарӗ, мӗн виличченех колхоз ӗҫӗ-хӗлӗнчен уйрӑлмарӗ.

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Хӑйсене те ваттисен шутне кӗртмеҫҫӗ: пӗри утмӑл пиллӗкре, тепри ҫитмӗлре.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Сергей Тихонович утмӑл пиллӗкре вилнӗ, — ӑна ҫамрӑклах вилчӗ, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Плана ҫын миҫе ҫултине пӑхса парас пулсан та йӑнӑшатӑн, Валентина тусӑм, — ӑна кӑкӑр тӗлӗнчен пӳрнепе тӗллесех малалла каларӗ Маша, — эсӗ вунҫиччӗре — сана ҫӗр ҫитмӗл деталь, санӑн аннӳ аллӑ пиллӗкре — ӑна вара, сан «идею» тӑрӑх, пилӗкҫӗр аллӑ деталь туса хатӗрлеме хушас пулать.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем ытлашши ватах мар: Тихӑнӗ аллӑ пиллӗкре, Марине хӗрӗх тӑххӑрта.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ пиллӗкре е вуннӑра пулсан, тӗрӗс те и тен ҫакӑ?

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Виҫӗ хутчен такӑнса, пиллӗкре ҫеҫ пулсан та.

Помоги переводом

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Володьӑна унччен малтан та хӗрсем килӗшнӗ, вӑл хӑйӗнпе пӗр класра вӗренекен хӗрачана пирвайхи хут чуп тунӑ чухне вун пиллӗкре пулнӑ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Атте сакӑрвун пиллӗкре сухапуҫ тытса улма лартрӗ, тӑхӑрвунна ҫитиччен пурӑнчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫирӗм пиллӗкре вӑл.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пиллӗкре вӗсем мӗн тӑхӑнассине суйлама тытӑнчӗҫ.

В пять они стали выбирать наряды.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Ҫенӗкре Арлашкин е урӑххи кам та пулин вӑрттӑн тӑнласа тӑнӑ пек туйӑннӑран Таранов пӳрт алӑкне уҫса пӑхрӗ те: «Сан лекцие итлесе ларма вӑхӑт ҫук — Петр Васильевичпа тӗл пулса калаҫмалла та пиллӗкре Шупашкара каякан автобуса ӗлкӗрмелле», — тесе кил хуҫи аллинчен хаҫата кӑрт туртса илчӗ, статьяна хӑвӑрт кӑна вуласа тухрӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пиллӗкре, — терӗ Радик.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Георгий Васильевичӑн ҫемйи ҫук, халь унӑн хваттерне ашшӗпе пӗр тӑван шӑллӗн хӗрӗ, — вӑл та карчӑк ӗнтӗ, утмӑл пиллӗкре, — Даша пуҫтарса тӑрать.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Тӑваттӑра чухне эсӗ самаях рояльпе калаттӑн, пиллӗкре чухне Шуберт кӗввисемпе киленсе, тарӑн шухӑша каяттӑн тата Гамбургӑн «Асаилӳсемпе Скерцо» пьесине калаттӑн.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Вӑл халь пиллӗкре, анчах тепӗр вунпилӗк ҫултан унӑн хӑй ҫинчен те, хӑй амӑшӗ ҫинчен те, ашшӗ ҫинчен те пӗтӗмпех пӗлмелле, мӗншӗн тесен ҫыннӑн тӗнчере хӑй ҫинчен пӗлсе илесех пулать.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Асли — саккӑрта, кӗҫӗнни — пиллӗкре.

Помоги переводом

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Липа — ҫирӗм пиллӗкре.

Помоги переводом

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Пӗшкӗнме ҫук пилӗк ыратать, хӗрӗхре мар эпӗ текех — утмӑл пиллӗкре.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ҫирӗм пиллӗкре камӑн вилес килтӗр ӗнтӗ.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней