Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паттӑр сăмах пирĕн базăра пур.
паттӑр (тĕпĕ: паттӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ылтӑн кӗрӗн ылтӑн кӗлетне Ылтӑн тырӑ ытлӑн кӗртейсен, Ҫӗнӗ кунӑн ҫӗнӗ тивлетне Пирӗнтен кашнийӗ пӗлейсен, Ҫӗрӗн-шывӑн ырӑ ӗмӗтне Ҫӑлтӑр ҫӳллӗш эпӗр ҫӗклесен, — Эсӗ пулӑн улӑп ман умра, Эпӗ пулӑп паттӑр сан ҫумра.

Помоги переводом

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пухӑннисем шкул патне кайса паттӑр ячӗпе уҫнӑ асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.

Помоги переводом

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Ҫак ӗҫре кашни салтак паттӑр.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Елчӗк округӗн паттӑр ывӑлне — Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫӗршывӑн чысӗпе унӑн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ Петр Владимирович Чернова халалласа Шӑмалак ялӗнче асӑну стели уҫнӑ.

Помоги переводом

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Хӑй ывӑлне Раҫҫейӗм манса каймӗ, Сана вӑл упрӗ паттӑр ретӗнче, Ятна тӑван ҫӗрӳ асран кӑлармӗ — Эс юлӑн ӗмӗр халӑх асӗнче…

Помоги переводом

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Колхоз производствинче палӑрнӑшӑн Порфирий Константиновича «1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра паттӑр ӗҫленӗшӗн» медальпе, ҫавӑн пекех 1985 ҫулта паттӑрлӑхшӑн, чӑтӑмлӑхшӑн тата ҫирӗплӗхшӗн Отечественнӑй вӑрҫӑн 2-мӗш степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

Нимӗҫ фашистла захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне паттӑр та хӑюллӑ пулнӑшӑн Порфирий Романова «Ҫапӑҫури мухтавлӑ ӗҫсемшӗн» медальпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

Шӑнкӑрчӑн ашшӗ, курпунланса, паттӑр салтакран мучие кӑштӑртатса ҫитнӗ ӗнтӗ пурнӑҫӑн ҫӑмӑл мар сукмакӗпе.

Помоги переводом

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Манӑн Пушкӑртстанри паттӑр пиччесем — чӑн-чӑн боецсем.

«Мои боевые братья из Башкортостана — настоящие бойцы.

Свердловск облаҫӗнчи боец Пушкӑрт воинӗсене шанчӑклӑ юлташсем тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... en-3657235

— «Кунта Валентинӑпа Григорий Воронцовсем выртаҫҫӗ. Сире ӗмӗрӗпех асра тытӑпӑр, паттӑр партизансем!» — тесе ҫырнӑ унта.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗччен вилтӑприсем умӗнче чарӑнса тӑратӑн — мӗнле паттӑр выртнине те пӗлместӗн.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

…Мӗн чухлӗ ырӑ та паттӑр ҫынсем пурӑнаҫҫӗ пирӗн таврара!

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светланӑна орденсемпе медальсем панӑ ятпала командирсем те ҫырнӑ, вӗсем инҫетри Атӑл хӗрринчи карчӑкпа старике сӑпайлӑ та паттӑр хӗр ӳстернӗшӗн тав тунӑ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Аппарат сӗтел ҫинче ларатчӗ, — эпӗ унпа ӗҫлеттӗм, «Виҫӗ паттӑр» картинӑна, пайӑн-пайӑн, питлӗх пысӑкӑш юман хӑма ҫине ӳкереттӗм…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл, ҫулталӑк ытла ӗҫленӗ хыҫҫӑн, слон шӑмми ҫине Васнецовӑн «Виҫӗ паттӑр» картинине гравюрӑпа ӳкерсе пӗтерчӗ те ӑна Ленинградри темӗнле пысӑк музее сутрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫамрӑксем хӑйсен хушшинчи паттӑр дружинниксене, шыва путасран ҫапнӑ юлташӗсене, йывӑр вӑхӑтра ҫывӑхри колхоза мӗнле пулӑшнине, пӗртӑвансем пек пурӑнакан нумай-нумай юлташӗсене аса илме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ара, хам паттӑр пек, эпӗ хӗрсемшӗн ҫунма пӗлмен ҫын пек кӑтартасшӑн пултӑм пуль-ҫке…

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пирӗншӗн кашни салтак – чӑн паттӑр!

Каждый боец для нас – герой!

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Ҫакӑн пек паттӑр пуласчӗ пурнӑҫра!» — акӑ мӗнпе кӑмӑлпа ӗмӗт хумхантарать ӑна.

Помоги переводом

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней