Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫтаппан пасар тулашнелле ыткӑнса тухрӗ те тапах чарӑнчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Пӗр чӑваш улшуҫсен аллинчен лаша туртса илме тапӑннӑ», тенӗ хыпар пасар тавра ҫиҫӗм пек хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан пасар тулашне тухса квас ӗҫрӗ те каллех сӑнама тытӑнчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — пасар урамӗ ҫынсемпе тата выльӑх-чӗрлӗхпе тулса ларчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Урам хушшисенче ҫынсем курӑнсах каймаҫҫӗ пулсан та, пасар вырӑнӗ хускалма тытӑннӑ ӗнтӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем эрнере пӗр кун хушши пулакан пасар кунӗ ҫынсене хваттере кӗртсе укҫа тупаҫҫӗ те ним ӗҫлемесӗрех пурӑнаҫҫӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Паян, пасар кунӗ пулмасан та, унта ҫынсем, самаях хӗвӗшеҫҫӗ.
Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ку — пасар вырӑнӗ иккен: талккишпех хӑмаран ҫапса тунӑ вӑхӑтлӑх лавккасем, вӑрӑм сутӑ сӗтелӗсем тӑсӑлаҫҫӗ.
Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ялта кашни шӑматкунах пысӑк пасар пулать.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урапи тусан тустарать, Ялӗ пасар пуҫтарать.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пасар курӑнми пулсан вӗсем вӑрман хӗрринче майлӑ вырӑн тупрӗҫ те ҫемйипех апата ларчӗҫ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пасар курса ҫӳренӗ май вара каччӑ хӑй куҫ хывнӑ хӗрпе калаҫса каять, ыттисем вӗсене кансӗрлемеҫҫӗ, кирлӗ пулсан иккӗшне юри пӑрахса хӑвараҫҫӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Кунта пасар мар, шавлани килӗшмест, — чи ваттин тивӗҫӗпе вӗрентрӗ вӑл.
7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пуянни япала ытларах туянса юласшӑн, хӑйӗн мулне кӑтартасшӑн тата хӑна-вӗрле пуҫтарасшӑн, чухӑнни ҫитмен пурнӑҫа кӑшт йӳнеҫтересшӗн, пӗр-ик алтын укҫа тӑвасшӑн, ыттисем савӑннине, пасар мыскарине курса юласшӑн.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эпӗ, халиччен пасар кӗпи тӑхӑнса курманскер, питӗ хӗпӗртерӗм.
Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Унта халӑх пасар пек.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ун патӗнче ҫава туптакансем пасар пек, — каласа пачӗ пичче.
Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Халӑх пасар пек.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Турран килесшӗ фельдфебель вӗсене кулленех шӑн ҫӗр алттарать, утса мар, чупса кӑна ҫӳреме хушать, уйри ҫуна ҫулӗсене тасаттарать, пасар халӑхне кӑтартма салтаксене пӗр-перинпе чышкӑпа ҫапӑҫтаратчӗ.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пасар саланать те-ши вара?
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.