Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Сывӑ-и, тӳрӗ кӑмӑллӑ кампани! — савӑнӑҫлӑн саламларӗ мучи, чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан Ленька ачасене темӗн ҫинчен каласа панине асӑрхасан, ҫӑварне васкасах пӳрнисемпе хупларӗ те урӑх нимӗн те чӗнмерӗ.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ирӗке кӑларнӑ хуласенчен поляксен гарнизонӗсем епле тарнине, намӑса пӗлмен арендатор-жидсене епле ҫака-ҫака вӗлерсе пӗтернине, ҫак парӑнтарма май ҫук вӑя хирӗҫ кӗрешнӗ чухне коронӑланӑ гетман Николай Потоцкипе унӑн йышлӑ ҫарӗ вӑйсӑр пулнине, вӑл хӑйне аркатса тӑкса хыҫран хӑваласа пынӑ чухне пысӑк мар юханшыв ҫинче хӑйӗн ҫарӗн чи лайӑх пайне путарса пӗтернине, ӑна козаксен хаяр полкӗсем Полонный ятлӑ пысӑк мар местечкӑра епле хупӑрласа илнине, поляксен ҫак гетманӗ ним тӑвайман енне козаксене корольпа государство чиновникӗсем вӗсем ыйтнине пӗтӗмпех пурӑнӑҫлӗҫ, вӗсен унчченхи прависемпе хӑйне уйрӑм ирӗклӗхӗсене каялла тавӑрса парӗҫ тесе тупа туса сӑмах панине летопись страницисенче тӗплӗн кӑтартса панӑ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӑна пур козаксем те хисеплеҫҫӗ; вӑл икӗ хутчен кошевоя суйланнӑ, вӑрҫӑра та питех те маттур козак, анчах тахҫанах ватӑлса ҫитнӗ, нимле походсенче те пулман, никама та нимӗнле канаш пама та юратман ватӑ салтак, козаксен ушкӑнӗсем патӗнче хӑяккӑн выртса, пулса иртнӗ ӗҫсемпе козаксен похочӗсем ҫинчен каласа панине итлеме ҫеҫ юратнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫакӑн ҫинчен учитель пире мӗн каласа панине итлесчӗ сан!
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Сӗтел ҫине амӑшӗ мӗн лартса панине Ленька пӗтӗмпех ҫисе ячӗ.Ленька ел все подряд, не разбирая, что ставила на стол мать.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл юмах ӑсти пулнӑ, питӗ нумай юмах пӗлнӗ: ачисем вара амӑшӗн тӳлек те кӑмӑллӑ сассине, вӑл тахҫан авалхи тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен, Волхов князь ҫинчен тата темле тӗлӗнмелле хӗрсем ҫинчен каласа панине каҫхине ӑшӑ кӑмака ҫинче ларса итлеме юратнӑ.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗр монастырь прелачӗ козаксем ҫывхарса килнине илтсен вӗсене ӳкӗтлеме хӑйӗн икӗ монахне янӑ, вӗсене вӑл: эсир хӑвӑра тытма пӗлместӗр, запорожецсем правительствопа килӗшӳ тунӑ-ҫке-ха, анчах та эсир короле сӑмах панине пурӑнӑҫламастӑр, нимӗнле халӑх правине те хисеплеместӗр тесе калама хушнӑ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кунта уйрӑмлӑх ҫакӑнта ҫеҫ пулнӑ: учитель хушнисемпе никама кирлӗ мар кӑтартусем панине итлесе ларас вырӑнне вӗсем пӗр-пӗр ҫӗре пилӗк пин лашапа кайса тустарнӑ, пӳскелле вылямалли ҫаран вырӑнне вӗсен никам хуралламан чикӗсем пулнӑ, ҫавна пула вара тутар хӑйӗн хӑвӑрт пытаракан пуҫне киле-киле кӑтартнӑ тата симӗс чалмаллӑ турок ним хускалмасӑр, сиввӗн пӑхнӑ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ку аваллӑха юрӑсенче тата халӑх хунӑ думӑсенче ҫеҫ асӑнаҫҫӗ, вӗсене те халь Украинӑра сухаллӑ суккӑр стариксем йӗри-тавра пухӑнса тӑнӑ халӑха бандурӑпа майӗпен янтӑратса юрласа панине илтме ҫук; ҫапла, пӳлӗмри япаласем Украинӑра унишӗн тытӑҫусемпе ҫапӑҫусем пуҫланса кайнӑ чухнехи вӑрҫӑллӑ йывӑр аваллӑха аса илтереҫҫӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫулҫӳрен упӑтепе кайӑк ҫине пӑхрӗ-пӑхрӗ те: — Ырӑ канаш панине итлемесен яланах ҫапла пулать ҫав! — терӗ юлашкинчен.
Ырӑ канаша итлеменнисем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Хума ҫакӑн пек ӑслӑ ответ панине пула, князь хӗрӗ ӑна ирӗке кӑларса яма хушрӗ.И так разумен был этот ответ, что княжна повелела отпустить Хуму на волю.
Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Хут пӗлмест те, анчах вуласа панине пӗтӗмпех ӑнкарать…
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Нумай вӑхӑт иртес ҫук: манӑн Нюра ӑста — чей вӗретсе панине сисеймӗн те.А времени много не уйдет: Нюра у меня мастерица — и не оглянешься, как вскипит.
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Кӗрӗр, господинсем, турӑ хамӑра мӗн панине ҫырткалӑпӑр.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫапах та эсир приказ панине пула ӗҫе пӗтерӗпӗр…
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Капитан Флинт ҫак йывӑҫсенчен хӑшне пысӑкки тесе ят панине, вырӑна ҫитсе компаспа шайласа ҫеҫ пӗлме пулать.
XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Картӑн тепӗр енче ӑнлантарса панине ытла кӗскен те паллӑ мар ҫырнӑ.
XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Доктор ӑна Сильвера панине эпӗ ниепле те ӑнланса илеймерӗм.
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ хӑратни мӗнле те пулин усӑ панине нихӑҫан та курман.
XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сильвер, вӗсем мана дезертирла пӑрахса кайнӑшӑн ҫиленни ҫинчен, ҫирӗплетсе панине ӗненме хатӗр пулсан та, эпӗ питӗ хӗпӗртерӗм.
XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.