Поиск
Шырав ĕçĕ:
Срокчен страхлав пенсийӗ палӑртас тапхӑрта ҫемьери ачасем пурте сакӑр ҫула ҫитмелле.
Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... en-3433568
Округсенче хальхи вӑхӑтра шар курнӑ ял хуҫалӑх культурисен калӑпӑшне палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce
Ӑна сутуҫӑсен чи лайӑх практикине ӗҫтешӗсен хушшинче палӑртас тата вӗсен пысӑк ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен ыттисене каласа кӑтартас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Райпо ӗҫченӗсем республика конкурсӗнче палӑрнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%80%d0% ... b5-%d0%bf/
Хӑйсем ҫӳлерех тӑнине кӑтартасшӑн пулать-и-ха ӗнтӗ ун пеккисем, кил-йышӑн ӑсӗ те, пуҫӗ те пулнине палӑртас килет-ши-ха?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Ҫийӗр-ҫийӗр, — кӳренме пӗлмесӗр (тен, кӳреннине палӑртас мар тесе) кулкаларӗ Елюк, — ӗҫнӗ чухне апат анать вӑл.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хӑйсен ӗҫне ҫӳллӗ шайра пурнӑҫлакансене палӑртас тӗллевпе республикӑра ҫулсерен професси ӑстисен конкурсӗ иртет.
Вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ӑста педагогсене чысларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=ImqRl4Oe5sw
Кашни ачан вӑй-хӑватне палӑртас, сиртен пурте паха та професиллӗ пӗлӳ илтӗр, тавра курӑма тӗрлӗ енлӗ аталантартӑр тесе эпир хамӑртан май килнине пурне те тума тӑрӑшатпӑр.
«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik
Кашни ачан вӑй-хӑватне палӑртас, сиртен пурте паха та професиллӗ пӗлӳ илтӗр, тавра курӑма тӗрлӗ енлӗ аталантартӑр тесе эпир хамӑртан май килнине пурне те тума тӑрӑшатпӑр.
Олег Николаев шкултан вӗренсе тухакансене саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/25/ole ... huvashii-s
Уйрӑмах Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем, Хирти Мӑнтӑрти, Йӑлмахвари, Кӗҫӗн Каҫалти, Кивӗ Сӗнтӗрти халӑх хастар та тӑрӑшуллӑ пулнине палӑртас килет.
Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/
Ҫакна кура район администрацийӗ чи урӑ урама тата чи урӑ яла палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерет.
Канаш районӗнчи чи урӑ урампа яла палӑртӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35080.html
Ҫулсеренех апрель-май уйӑхӗсенче Раҫҫейре хӑтлӑх кӗртмелли объекта палӑртас тӗлӗшпе онлайн сасӑлав пырать.
Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html
Уйрӑмах палӑртас килет Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле тата Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округсенче, ӑҫта пушар темиҫе хут хӑпарнӑ.
Пушарпа кӗрешмелли тапхӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60647
Хӑйсем тӗллӗн вылякансем хушшинче тӗл пулакан талантсене профессилле искусство патне ҫывхартас, вӗсен чӑн-чӑн пултарулӑхне палӑртас тесен, вӗсемпе ҫине тӑрса, пӗлсе, тӑрӑшса ӗҫлес пулать.
4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Ҫапла, май пулнӑ! — хӑйӗн шухӑшӗ тӗрӗс иккенне ҫирӗпрех палӑртас тесе аллине хӗҫ пек сулмаклӑн сулчӗ Мамарланов.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хӑй хӗр иккенне палӑртас мар тесе, вӑл ӑна патька-патша патне кайнӑ чухне касса пӑрахнӑччӗ.
Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сасӑ вӑйланса, уҫӑлса пынӑ тӑрӑх Ула Тимӗр хӑй патнелле васкасах темӗнле арҫын ҫывхарнине туйрӗ, унпа куҫма-куҫӑн тӗл пуласса, чун татса калаҫасса, пӗр чӗлхе тупасса тӗмсӗлсе, чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗ, хӑйне часрах палӑртас тесе зажигалкине те ҫутрӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Маттурскер эсӗ, мӗнле ман пата чупса килме пӗлтӗн? — пӑлханса тухакан сассине палӑртас мар тесе, ачана ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа илчӗ вӑл.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Халӑха паракан пулӑшӑвӑн тӗсӗсене ҫӗнетес тата пахалӑхлӑрах тӑвас, ку енӗпе пысӑк тӑрӑшулӑхпа ӗҫлекенсене палӑртас тӗллевпе НФЦ ӗҫченӗсем хушшинче тӑтӑшах конкурссем иртеҫҫӗ, унта ӗҫченсем хастар хутшӑнса малти вырӑнсене тивӗҫеҫҫӗ.
Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/
Хӑй ытла та хытӑ хумханнине палӑртас мар тесе, Моломан калаҫма чарӑнчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑйӗн чун-чӗринче капланса килнӗ курайманлӑха палӑртас мар тесе, вӑл пӗр минута яхӑн чӗнмесӗр ларчӗ, сывлӑш ҫавӑрма пикенчӗ.Он передохнул минутку, словно желая освободиться от душившей его ненависти.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.