Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫынӗсем палуба тӑрӑх хытӑран-хытӑран кускаласа ҫӳретчӗҫ, классенчи пассижирсем сиксе тухрӗҫ, тахӑшӗ борт хыҫнелле тапса сикрӗ, ун хыҫҫӑн — тепри, унтан татах; икӗ мужикпа манах палуба ҫумне винтӑласа лартнӑ тенкеле пуленкесемпе ҫапса вӗҫертсе кӑларма хӑтланчӗҫ; кормаран чӑхсем хупнӑ пысӑк решеткене шывалла печӗҫ; палуба варрине, капитан тӑракан вырӑна хӑпармалли пусма патне пӗр мужик чӗркуҫленсе ларнӑ та, хӑй ҫумӗпе чулакансене пуҫ тайса: — Православнӑйсем, ҫылӑхлӑ эпӗ… — тесе кӑшкӑрса улатчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр сехетрен трала шывран туртса кӑлараҫҫӗ те ӑна шӑлтӑрмапа палуба тӗлне ҫӳлелле туртса хӑпартаҫҫӗ, вара палуба ҫине пулӑ «юхма» тытӑнать.
Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Палуба хӗрӗх пилӗк градус таранччен чалӑшрӗ, валаксем тӑрӑх шыв шавласа кӗрсе, палуба ҫинче бульварк патӗнче сарлака кӳленке туса хучӗ.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Фома палуба ҫунине курма юратнӑ: ун пек чух йӗмӗсене чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ матроссем, аллисене швабрӑсем, щёткӑсем тытса, палуба тӑрӑх ҫӑмӑллӑн чупаҫҫӗ, витри-витрипе урайне шыв сапаҫҫӗ, пӗрне-пӗри сирпӗтеҫҫӗ, кулаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, шуса ӳкеҫҫӗ, — пур ҫӗртен те шыв ярӑнса юхать, ҫынсен чӗрӗ йӑславӗ сирпӗнекен шывӑн савӑнӑҫлӑ сассипе пӗрлешет.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тата, пирӗн палубӑран ҫӳлерех тепӗр палуба пур, терӗ.
Эпир чи ҫӳле хӑпарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Шав, кӗмсӗртетни, шыв чӳхенсе палуба ҫине хӑпарни, хӗрарӑм сасси, ача макӑрни янӑраса кайрӗ, ҫак йӗркесӗрлӗхре матроссем ҫӳлти палуба ҫийӗпе тӳплеттерсе утни те хыттӑн шӑхӑрашни илтӗнчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
«Хӑюллин» палуба ҫинче эпир виҫҫӗн: Колосков — штурвал умӗнче тӑрать, ун ҫумӗнче — Косицын, питӗ маттур чӑваш каччи, пӗрремӗш ҫул службӑра тӑраканскер, эпӗ — палуба сӑмсинче, буксира илмелли канат вӗҫне хатӗр тытнӑ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Палуба ҫинчи ҫынсем йӗпхӳ айӗнче шинельсемпе, «Абхази» палуби ҫине ҫирӗплетсе лартнӑ тупӑсен кашмисемпе витӗнсе выртаҫҫӗ.Люди лежали на палубе под моросящим дождиком, прикрывшись одеялами, шинелями, чехлами oт орудий.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Палуба ҫине хӑпартӑм — палуба ҫук.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
«Клейморӑн» вара, тӑшмана ӑнсӑртран пырса тапӑнас тата пытанса тӑрса ун хыҫне тухас тесе тунӑскерӗн, палуба ҫинче хӗҫ-пӑшал таврашӗ пулман, ҫӳлти палуба айне вӑрттӑн батарея пытарса вырнаҫтармалла тунӑ.
I. Туссемпе тӑшмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Палуба тӑрӑх вентиляци пӑрӑхӗсем, моторсем вырнаҫтарнӑ ешчӗксем, броня плитисем, палуба ҫумне ҫирӗплетмен ытти япаласем кӗмсӗртетсе шуса аннӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Эсир ҫӳлти палуба ҫинче тӑраттӑр.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Палуба ҫинче тӑнӑ вӑхӑтра куҫа хупрӑм та мана ӑсатса яракан Шурӑна куртӑм.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Атӑл ҫинчи шавлӑ ҫуркуннен ачаш ытамӗнчен ниҫта пытансан та хӑтӑлма май ҫукчӗ, вӑл пире, пӑрахут ҫинчи ҫынсене, каютӑсенче те, ресторанра та шыраса тупатчӗ, каллех хӗвеллӗ палуба ҫине ҫавӑтса тухатчӗ…
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Иртен пуҫласа каҫченех палуба ҫинчен кӗместӗм, ешӗл ҫырансем ҫине пӑхса киленеттӗм, кӑвак хумсем еннелле пуҫӗсене тайса ларакан садсене курса савӑнаттӑм.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Анук ывӑлне палуба ҫине антарса тӑратрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӑчӑ сывлӑш, палуба ҫемҫен чӗтренни ыйхӑ килтерет.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан упранарах ещӗке палуба ҫине вырттарчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан нихӑш кӗтесе вырнаҫса тӑма ӗлкӗричченех пӑрахут виҫҫӗ кӑшкӑртса ячӗ, палуба чӗтренсе шартах сиктерчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Магеллан палуба ҫинче кунӗ-кунӗпе тӑрса инҫетелле тинкерсе пӑхнӑ.Целыми днями стоял Магеллан на палубе и пристально вглядывался вдаль.
Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.