Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗмӗшпе илсен, Валахинӑсен ҫурчӗ патне ҫывхарнӑ чух эпӗ юратса пӑрахнӑ теме ҫукчӗ, анчах юратӑвӑн кивӗ асаилӗвӗсене хускатса, юратса пӑрахма лайӑх хатӗрленнӗччӗ, хам та юратса пӑрахасшӑнахчӗ; кунсӑр пуҫне манӑн тусӑмсем пурте юратса пӑрахнине курса тӑруҫӑн, хам вӗсенчен юлса пыни мана пайтахранпа вӑтантаратчӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Младши лейтенант Теличко ку чаҫре пайтахранпа, «старик» шутне кӗме ӗлкӗрнӗ, Сагайда унпа сахал мар йывӑрлӑхсем тӳссе курнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем, пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, нихҫан та калаҫса пӗтереймеҫҫӗ.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсене вырӑнсӑр кӳрентерсе, Сагайда халь Юрий Брянский вырӑнне ротӑра пайтахранпа ҫапӑҫакан салтаксене тата ытларах юратма пуҫларӗ; ун шучӗпе, ҫапӑҫура вилнӗ офицер-тусӗн сӳнми сӑнарне ҫав ҫынсем упраҫҫӗ.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Энтюк тете кунта пайтахранпа ӗҫлет тетӗн, вӑл ӑнтарса та ячӗ пуль, тен, хӑй валли те ҫакӑн пекех чул ҫурт лартма хӑват илсе ҫитерчӗ пуль.
XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗри пайтахранпа хулара пурӑнса курнӑ ҫынпа чунне кантарса калаҫасшӑн иккен, тепри тӗнче хыпар-хӑнарне пӗлесшӗн, Тухтара курасшӑн тунсӑхласа ҫитнипе пырать.
XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пайтахранпа тем шӑнкӑравламасть, — пӑшӑрханать юлташӗшӗн Ҫинук.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Чӑнах та, хулана фашистсем йышӑнсан, Евдокия Тимофеевнӑпа Валя Кивӗ Карантинтан килнӗ кунсенче вӗсен хваттерне час-час шукӑль тумланман, сухалӗсене пайтахранпа хырман ҫынсем кӗрсе тухнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сачӗ унӑн пит пысӑк, ем-ешӗл ларать, унта вӑл лайӑх йышши улмуҫҫисемпе тӗрлӗрен чечек лартса тултарнӑ, хӑй ҫуртӗнчен пайтахранпа тухса курман ват ҫынна ҫӑтмаха пырса кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫынни ҫамрӑк-ха, ҫӳллӗ мар, типшӗм, сарӑ ҫӳҫлӗ, питне пайтахранпа хырман пулсан та, чипер сӑнарлӑн курӑнать, куҫӗ пит чӗрӗ; Огнянова вӑл ытла ырханкка курӑнни тӗлӗнтерчӗ, ҫынни пит ӗшенсе ҫитни те паллах.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1