Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн чӗлхӳсем нимӗр ҫуллама ҫеҫ вӗт…
Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.
Уккан Микулай еннелле пӑхмалли урӑх сӑлтавсем те пур: Михапар арҫын ҫырлахтарсах ҫитереймест ӑна; ҫитменне Михапар кӗске турталлӑ ҫын, ним ҫук ҫӗртенех «нимӗр юрма» ӑста; Уккана пӗрмай хӗрача ҫуратан тесе ӳпкелешет…
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ашшӗпе амӑш ӗҫе, йӑмӑкӗ урама выляма кайсан хампара уҫса йӗрӗх пӗрнине пӗр кашӑк нимӗр, хурса пачӗ, ҫакӑнпа ҫырлах, йӗрӗх, ыттине ан кур терӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Никампа канашласа пӑхмасӑр, йӗркине-майне пӗлмесӗр нимӗр те юрма ҫук-ҫке.Ни с кем не обговорив, не посоветовавшись, не то что кашу, а простую юрму-простоквашу не заквасишь.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Эсир ним ҫукран нимӗр юрса ларатӑр, — терӗ хуҫа кулас килмен ҫӗртен кулкаласа, ҫӗлен сӑхнӑ пек, хӗсӗк куҫӗпе пӗрре пӗрин ҫине, тепре теприн ҫине сиввӗн пӑхса.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ним ҫукран нимӗр тенӗ пекки, Якрав пек айвансене каласа тӗлӗнтермелли».От нечего делать сбрехнул, а Якрав взаправду спорить взялся.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ним ҫукран нимӗр те пырать йӗп сӑмсасене!Что поделаешь: раз нет лучшего, приходится довольствоваться тем, что есть!
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫынна пӗр-пӗр чир-чӗр ерсен е инкек-синкек сиксе тухсан ӑна юсманпа е нимӗр юрса нимӗрпе чӳклеҫҫӗ.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Яриле ҫичӗ сӑмсаллӑ пашалупа нимӗр пӗҫерсе вут нимри чӳкленӗ: «Пӳлӗхҫӗ алли кӗске — вӑрӑмлантӑр, вут алли вӑрӑм — кӗскелтӗр.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫывӑх ҫынсемпе вак-тӗвекшӗн хирӗҫме пултаратӑр - ку эрне «ним ҫукран нимӗр» ятлӑ.Вы можете поссориться с близкими из-за мелочей – данное время называется «Много шума из ничего».
38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Кирлӗ пулсан эпир сана ҫакӑнтах нимӗр туса хӑваратпӑр.
15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Халӑх каларӑшле, ним ҫукран нимӗр туса хунӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ним ҫукранах нимӗр пӗҫернине сисрӗҫ-ха хӑшӗсем, анчах те хайсем халиччен ҫакнашкал лару-тӑрӑва лексе курманран, те шухӑшлама ӳркенсе те хирӗҫ тӑма вӑй ҫитереймерӗҫ, алӑ сулчӗҫ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Нимӗр тӑвать.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Ним ҫукран нимӗр тӑваҫҫӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Чӗртсе ҫунтарса ярап, нимӗр тӑвап пурне те.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
— Крыша ҫине ӳкнӗ пулсан, нимӗр туса хуратчӗ…
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Каҫ пулнӑ ҫӗре эпир вӗсене нимӗр тӑватпӑр!
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫӑнӑх ҫук чухне, — унашкал вӑхӑтсем те час-часах пулкалатчӗҫ, — ҫӑнӑх шӳрпи вырӑнне нимӗр ҫиеттӗмӗр: какай шӳрпине ҫӗрулми ярса пӗҫереттӗмӗр те, ӑна тӳсе нимӗр тӑваттӑмӑр.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ӑна ҫапла тӑватчӗ вӑл: какая шыва ярса пӗҫеретчӗ те, унтан, какайне кӑларса, шыва ҫӑнӑх хутӑштаратчӗ, вара тӑслакам ҫӑра нимӗр пулса тӑратчӗ.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.