Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел анса, тавралӑха каҫ мӗлкийӗ хупӑрласан, Михаил Васильевич палаткине Наташа чупса кӗчӗ.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Каллех вӑрҫӑ кунӗсем ҫывхарчӗҫ, каллех унӑн сивӗ хӑрушӑ мӗлкийӗ пирӗн тавра ҫаврӑнма пуҫларӗ.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Нумайӑшне иртсе пыракан вӑхӑтӑн тӗксӗм мӗлкийӗ ӗмӗрлӗхех хупласа пытарать.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Шурӑ стена ҫине халь питӗ ҫывӑх, палланӑ хунав вӑрман мӗлкийӗ ӳкет, ҫакӑ вӑл — Шӑпчӑксен катийӗн мӗлки.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
(Анчах вӑрман мӗлкийӗ кайран тӑтӑшах улшӑнса пычӗ).
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Сцена ҫинче ҫутӑ тӗксӗмленчӗ те, шурӑ пусма ҫине вӑрман мӗлкийӗ ӳкрӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Сцена хыҫӗнчи шурӑ чаршав-стена ҫине оркестрпа хорӑн ҫурма-тӗссӗр мӗлкийӗ пысӑкланса ӳкет, дирижер мӗлкийӗ вара — уйрӑмах пысӑк курӑнать, вӑл виҫӗ ҫӗрте: хор тӗлӗнче тата хор икӗ айккипе.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Вӑл Миххан хӑрушӑ мӗлкийӗ пулса тӑрать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Сухал уссийӗсен мӗлкийӗ ҫӑварӗ ҫине ӳкет.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл — пӗлсе ҫитмелле мар йывӑр япала, шухӑшсен вӗҫӗмсӗр ҫавраҫилне вырнаҫтарса тӑракан вырӑн; ӑна эпӗ кирек мӗнле пӑхсан та, вӑл ман хамӑн пай пулса тӑрать, таҫта ман ӑшра пурӑнать, эпӗ ун ҫинчен шухӑшлатӑп, ун чунӗн мӗлкийӗ ман чун ҫинче выртать.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш-хӑш ҫӗрте чӳречесене уҫса пӑрахнӑ, лавка речӗсенчи галлерейӑсен тӑррисенче кӗпе-йӗм типсе тӑрать, кӑҫатсем курӑнса выртаҫҫӗ; чӳрече витӗр тӗксӗм кӑвак шыв ҫинелле хӗрарӑм пӑхса тӑрать, галлерейӑри чугун колонка тӑрринчен кимӗ кӑкарса хунӑ, кимӗн хӗрлӗ аяккисен мӗлкийӗ шыв ҫине ҫуллӑн та аш тӗслӗн ӳкнӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Куратни эс, ҫунат мӗлкийӗ?
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вудли Пойндекстер хӑйӗн хӗрӗшӗн власть мӗлкийӗ ҫеҫ пулнине пит лайӑх пӗлсе тӑнӑ.Вудли Пойндекстер прекрасно знал всю призрачность своей власти над дочерью.
XXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫыран хӗрринче темиҫе ҫӳҫе йывӑҫҫи пур, анчах вӗсен мӗлкийӗ ҫӗр ҫине мар, шыв ҫине ӳксе хараммӑн ҫухалать, лав айӗнчи сулхӑнра вара пӑчӑ та кичем.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ача шухӑша путать те вӗҫӗмсӗр йӗри-таврана пӑхать: вӑл Антип шыв кӳме кайнине курать; унпа юнашар, ҫӗр ҫийӗн, тепӗр Антип утса пырать, вӑл чӑн-чӑн Антипран вунӑ хут пысӑк, пичке те вара пӳрт пысӑкӑш курӑнать, лаша мӗлкийӗ пӗтӗм ҫарана хупласа хунӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1