Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мӑлатуклӑ сăмах пирĕн базăра пур.
мӑлатуклӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ачисем тӑхӑнакан картуз ҫинчи «ултӑ кӗтеслӗхе» илсе пӑрахса, унта ҫурлапа мӑлатуклӑ пилӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑр ҫӗлесе лартнӑ…

Сбросил «шестерку» с гимназической фуражки и нашил пятиконечную звезду с серпом и молотом».

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Чехсен виҫӗ тӗслӗ ялавӗсем тата вӗсемпе юнашарах, вӗсен аслӑ тӑванӗсем пек, ҫурлапа мӑлатуклӑ совет ялавӗсем.

Трехцветные чехословацкие и рядом с ними, как их старшие братья, — красные советские с серпом и молотом.

XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Мӗнле хаваспа-ши жандармсен касти — йышӗ хӗнейӗччӗ, пӑталӗччӗ мана: аллӑмра мӑлатуклӑ, ҫурлаллӑ, советлӑ паспорт, — шевле пек, ҫиҫӗм пек, — хӗмленсе тӑнишӗн!

С каким наслажденьем жандармской кастой я был бы исхлестан и распят за то, что в руках у меня молоткастый, серпастый советский паспорт.

Совет паспорчӗ ҫинчен // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 12–16 с.

Анчах халӗ матроса паллама та хӗн Вӑл лайӑх драп пальто туяннӑ, мӑлатуклӑ картуз тӑхӑннӑ.

Но теперь матроса почти невозможно было узнать, он завел себе приличное драповое пальто, фуражку с молоточками.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Кӗҫех тупӑсен аслатийӗ пӗрлешрӗ сӑпка юррипе» тесе сӑвӑлакан поэт «мӑлатуклӑ, ҫурлаллӑ ҫӗршыв ҫитӗнтернӗ» ҫамрӑкӑн шухӑш-кӑмӑлӗ шуйханчӑк пулнине те пытармасть:

Помоги переводом

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

— Совет Ҫарӗпе совет халӑхӗ ҫак ҫутӑ тӗнчене фашизмран ҫӗнтерӳллӗ те хӑватлӑ, ҫурлапа мӑлатуклӑ Хӗрлӗ ялавпа ҫӑлса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней