Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йыснӑшӗ ҫумнех шӑвӑнса ҫитрӗ те Сантӑркка, такам илтесрен хӑранӑ пек, унӑн тирекен мӑйӑхӗ патне ҫывхарса, ҫурма сасӑпа каласа хучӗ:
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хурчканни пек кукӑр сӑмси айӗнче кӑвакарма пуҫланӑ вӑрӑм мӑйӑхӗ ик енне усӑннӑ, сулахай куҫ харшийӗ урлӑ ҫӗвӗ каҫса каять.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унӑн хӑрӑмлӑ питне куҫҫуль пӗрчисем йӗрлесе пӗтернӗ, мӑйӑхӗ ҫинче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫыру ҫине куҫҫуль тумламӗсем пат! пат! ӳкеҫҫӗ.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫапла тунӑ пуль те сухан хуппи шывӗнче пӗветнӗ пуль, тесе хӑв тӗллӗн шӳтлетӗн: ӳчӗ, мӑйӑхӗ, куҫ харшийӗ, виҫ пӗрчӗ ҫӳҫӗ, куҫӗ — пурте хӗрлӗ-сарӑ унӑн.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӗсенче те, ҫӑра мӑйӑхӗ ӑшӗнче те час-часах ҫуталса каякан, пӗтӗм сӑн-питне чӗлтер хускатакан ӑшӑ кулӑ пытанса тӑрать.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Шӗвӗр мӑйӑхӗ сиккелеме пуҫларӗ пулин те, Сардимиров хӑйне лӑпкӑн тыткалама тӑрӑшрӗ:
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Мӑйӑхӗ сиккелерӗ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Калап ҫав, ытла ҫамрӑк, мӑйӑхӗ те ҫук, сасси те ҫинҫе…
Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Мӑйӑхӗ те шӑтма тытӑнман-ха унӑн.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Мӑйӑхӗ пирки унта каламалли те ҫук, йӗрӗ те палӑрмасть-ха.
Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чӑнах, сӑпачӗ-евӗрӗпе каснӑ-лартнӑ Сталин, ансӑртарах ҫамкаллӑ, вичкӗн куҫӗ вӗҫеври кӑйкӑрӑнни евӗрлӗ куҫ харшийӗ айне путнӑ, мӑйӑхӗ хура хӗлӗх тӑплӑмне аса илтерет, чӑпарланма пуҫланӑ шултра хура ҫӳҫне типтерлӗн каялла тураса вырттарнӑ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Ачана… мӑйӑхӗ шӑтма ӗлкӗреймен ҫамрӑка.
2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Хӗрлӗ ҫӳҫӗ те шуралнӑ, мӑйӑхӗ ҫинче ҫеҫ ҫаплипех пушар тӗслӗ пӗрчӗсем тӑлӑххӑн тӑра-тӑра юлнӑ.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Кӑчӑл тапса тухнӑ мӑйӑхӗ унӑн илемлӗ сӑн-сӑпатне тата маттуртарах кӑтартать.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Сывлӑхӗ чиперех те, анчах хӑй патне никама та кӗртмест, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе питӗ ҫиллес пулать, — пӗлтерчӗ тутар, усӑннӑ мӑйӑхӗ вӗҫӗсене тӳрлетем туса.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӳрне тӑршшӗ мӑйӑхӗ хулӑн тута хӗррисем тавра авӑнса аялалла усӑннӑ, хура куҫӗсем кӑвар пек йӑлкӑшаҫҫӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Туканаш улана хирӗҫ ларнӑранпа ялан ун кӗске те шӑртлӑ мӑйӑхӗ ҫине пӑхрӗ.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑвӑс тӗслӗ сухалӗ икӗ эрне хырманнипе ӳссех кайнӑ, халь, ав, мӑйӑхӗ ҫинчи пӑрлашкасене тӑрӑшсах хӑйпӑтать.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ваҫлейӗ — сарӑ, мӑйӑхӗ те сап-сарах.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Пичӗ тӑрӑх вӗри куҫҫуль тумламӗсем хӑйне пӑхӑнмасӑр чупа-чупа анчӗҫ, мӑйӑхӗ витӗр сӑрхӑнса, ҫӑварне кӗчӗҫ…
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.