Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӑйпа кӑкӑр ҫине ҫакмалли капӑрсене хуртпуҫҫирен, тӗксӗм хӗрлӗ шултра шӑрҫаран тунӑ; унсӑр пуҫне тенкӗллӗ мӑй ҫыххисем те пулнӑ.
Самар Кукри чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
— Ҫав старике миҫере пуль тетӗр эсир? — ыйтать вӑл вырӑс чӗлхине тӗрлӗ мӑйпа хуҫкаласа.
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Пӑкӑланӑ ҫӑвар-па Монфокона каясси, унта палачӑн сивӗ чӗрнисене вӗри мӑйпа туясси тата юлашки сывлӑша кӗрхи ҫил ӳхӗрӗвӗпе кӑларса ярасси маншӑн ытла та ҫепӗҫҫӗн те черченнӗн курӑнчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Вӑрӑм Мӑйпа Ли Чжэнь-цзяна йӗрлесе тӑчӗҫ.После этого случая за Длинной Шеей и Ли Чжэнь-цзяном была установлена слежка.
ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӗррехинче ҫапла, ирхине-ирех, ял ҫыннисем пурте ҫум ҫумлама тухса кайсан, Го Цюань-хай хапха умӗнче Вӑрӑм Мӑйпа тӗл пулчӗ.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫынсен темле мӑйпа ҫавӑркалас тӗлӗнмелле йӑла пулса тӑнӑ, — ун пекки нихҫан та пулман: унталла-кунталла хӑвӑрт, хӑраса пӑхсах ҫӳренипе пулнӑ ӗнтӗ вӑл.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Сурансем пирӗн иксӗмӗрӗн те пысӑк: манӑн — мӑйпа кӑкӑр ҫинче, Хветӗрӗн — аллинче.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Акӑ ӗнтӗ аппа килчӗ те манран ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, анчах эпӗ пӗр ыйтӑвне те ӗретлӗ тавӑрса калаймарӑм, мӗншӗн тесен нимӗн те ӑнкараймастӑп: фермерӗсем ҫав тери пӑлханаҫҫӗ, пӗрисем хурахсене хирӗҫ халех тухмалла, ҫур ҫӗр ҫитесси темиҫе минут кӑна юлнӑ теҫҫӗ, хурах ҫынни сурӑхла макӑрма тытӑниччен тӑхтамалла теҫҫӗ; ҫитменнине тата, Салли аппа хӑпа пӗлмест, эпӗ йӑлт чӗтрене ертӗм, хӑранипе ура ҫинче аран тӑратӑп; пӳлӗм ӑшӑнса кайрӗ, манӑн шлепке ӑшӗнчи ҫу, ирӗлсе, мӑйпа тӑнлав тӑрӑх юхма тытӑнчӗ; пӗр фермерӗ халех хӳшше кайса, вӗсене сыхласа лармалла та пырса кӗрсенех ярса тытмалла тесен, — эпӗ чутах тӳнсе каймарӑм; ҫак вӑхӑтра манӑн ҫамка тӑрӑх ҫу юхса анчӗ.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Мӗнле-ха эсӗ нимӗнле хӑмӑта та юрӑхсӑр мӑйпа ҫуралнӑ? — ытахальтен тенӗ пек ҫеҫ ыйтрӗ хохол, вӗреме кӗнӗ чейнике вутран туртса кӑларса.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
- 1