Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑннах «Ешӗл палӑк» кӗнекине кӗнӗ поэмисем хамӑр саманана мухтаҫҫӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Унти шухӑшсем, сӑнарсем, чӗлхе хӑйсене хӑйсемех мухтаҫҫӗ е хӳтӗлеҫҫӗ.
Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html
Теприсем уҫҫӑнах тискерлӗхе мухтаҫҫӗ, вӗлерни-вӑрланине ырлаҫҫӗ.
Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html
Мухтаҫҫӗ Акӑш-макӑш милӗке.
Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.
Ҫамрӑкраххисем «эс ватӑлман» теҫҫӗ-ха, мана пулла ҫӳренӗшӗн мухтаҫҫӗ.
Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Фортепьянӑпа та мухтаҫҫӗ ӑна.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
«Мана чӳлмек ӑсти тесе мухтаҫҫӗ, — аллинчи тӑма чӑмӑрта-чӑмӑрта ҫемҫетет Тимуш, — ан пултӑр-ха кун пек тӑм — чӳлмекҫӗ Тимуш та пулмасть».
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Кам пӗлет, тен, ҫапла та каланӑ пуль-ха: ун чӳлмекӗсене пурте мухтаҫҫӗ, нумай кил-ҫурта илем кӳреҫҫӗ Перепелкин Тимуш тунӑ чӳлмексем, тесе те каланӑ пуль.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Мухтаҫҫӗ бетонщиксем.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ара, критиксем те хӑйсен статйисенче Ямаш Ваҫҫи пултарулӑхне хакланӑ чух «Ҫӗр юнӗ» романа кӑна каҫса кайсах мухтаҫҫӗ, унӑн ытти хайлавӗсене вара ячӗшӗн кӑна асӑнкалаҫҫӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хӑш-пӗр литераторсем, пӗр-пӗр произведение илеҫҫӗ те чӗлхи паха, илемлӗ, тесе каҫсах каяҫҫӗ, ӑна ӑш-чикки ҫӗрӗк пулин те, пӗлӗте ҫити ҫӗклесе мухтаҫҫӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Тесе пӗрмай шилӗкре Туй арӑмсем юрлаҫҫӗ, Ар хӑнасем кӗрекере Чыслӑ туя мухтаҫҫӗ.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анчах маттур Еркиней Ҫӳлти ҫӑлтӑр пек пӑхать, Пур ҫӗрте те ун телей Хӗррипе тан тӑкӑнать: Утмӑл тантӑш каччӑсем Ҫӗр чӗтретсе ташлаҫҫӗ, Туй арӑмсем, хӗр ҫумсем Пӗрне-пӗри мухтаҫҫӗ.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫапла юрӑ юрлаҫҫӗ, Лашасене мухтаҫҫӗ Пуринчен те ытларах, Еркинеех чаплӑрах.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чӳклеме сӑрине, чимми куркине, Ӗҫеҫҫӗ те мухтаҫҫӗ аслӑ ӗҫкинче.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
3. Ачана час-часах мухтаҫҫӗ пулсан — вӑл хаклама вӗренет.
Мария Монтессори ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсем // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1249
Янттине ӗҫсе ҫиме юратакансем тарават хуҫана кӗвӗҫсе мухтаҫҫӗ:
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӗсем, шыв ӑсма пухӑннӑ чухнехи пекех, кӳршӗ-кӳпсен арҫыннипе хӗрарӑмӗсене, вӗсен хӗрӗсемпе каччисене тишкерсе, хӑшне мухтаҫҫӗ, хӑшне хурлаҫҫӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тутарсем чӑвашсене, чӑвашсем тутарсене мухтаҫҫӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗрисем пӗр кайӑка мухтаҫҫӗ, теприсем — тепӗрне…
Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.