Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрне-пӗри ҫӗнӗ япаласем вуласа кӑтартрӑмӑр, плансемпе паллаштартӑмӑр, хамӑра хамӑр тишкертӗмӗр, мухтарӑмӑр, хурларӑмӑр, хавхалантартӑмӑр.
Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Вӗсем хыҫҫӑн эпир те тӗрли тӗрлӗ сасӑпа юрлама пуҫларӑмӑр, стакансене шаккарӑмӑр, тем кӑшкӑрашрӑмӑр, эрехе мухтарӑмӑр, пылак та хӑватлӑ эрехе пӗр-пӗринпе алӑ урлӑ шаккаса е унсӑрах ӗҫрӗмӗр.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унсӑр пуҫне тата, хулине курса килентӗмӗр, уйрӑмах унӑн таҫтанах курӑнса ларакан Уҫпени соборӗлле кремльне мухтарӑмӑр.А еще и любовались городом, его древним кремлем с далеко видным со всех сторон Успенским собором.
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пурсӑмӑр та председателе мухтарӑмӑр.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Тӗрӗссипе каласан, эпир вӗсене намӑса пӗлмесӗрех мухтарӑмӑр.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
44. Ҫав вӑтӑр ҫул хушшинче эпӗ Ҫӳлти Турра кашни сехетре, кашни кун пӗр чарӑнми кӗлтуса тӑнӑ, 45. Турӑ мана, санӑн чуруна, илтрӗ, вӑтӑр ҫул иртсен, манӑн йӑвашлӑхӑма курчӗ, манӑн хуйхӑма тӑнларӗ те мана ывӑл пачӗ, эпӗ уншӑн питех те савӑнтӑм, упӑшкам та, кӳршӗсем те савӑнчӗҫ, эпир вара Ҫӳлти Турра хытӑ мухтарӑмӑр.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир халӗ Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпир хамӑр тӑшмансен туррисене мухтарӑмӑр, ҫавӑнпа Эсӗ пире вӗсен аллине патӑн: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ яланах тӗрӗс тӑватӑн!
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Турра мухтарӑмӑр; халӑх мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫларӗ.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1