Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мухтава тухсан, тикӗс утаймарӗ, час тайӑлчӗ, пуҫне усрӗ вӑйлӑ арҫын.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Пирӗн бурени кантурӗн директорӗн, Иван Иванӑч Каюровӑн, мухтава тивӗҫлӗ енӗсем пурах.
Рамазан пуҫне каҫӑртсан… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Уяв спортӑн вӑл е ку тӗсӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем туса мухтава тивӗҫнисене ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра физкультурӑпа туслисене те пӗрлештерет.
Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул, Ҫутӑ ҫул та такӑр ҫул, Ҫулӗ ҫитрӗ Мускава, Антун тухрӗ мухтава.
Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96
Ун пек ҫынсем хисепе, мухтава тивӗҫлӗ.
Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610
Калас пулать, фестивале хутшӑннӑ кашни коллектив, кашни хӑйпултарулӑх артисчӗ тата вӗсен ертӳҫисем тава тата мухтава тивӗҫлӗ.
Ситекпуҫӗнче чӑваш юррин уявӗ иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... tr-3811318
Кашни салтак мухтава тивӗҫлӗ.
Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/
Фронтри паттӑрсемпе пӗрлех тыл ӗҫченӗсем те хисепе, мухтава тивӗҫлӗ.
Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/
Чернобыльти тата ытти инкексене пӗтерме хутшӑннӑ ҫынсем чӑннипех те мухтава тивӗҫлӗ, — палӑртрӗ тӗлпулӑва хутшӑннӑ май округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин.
Кашни тапхӑртах паттӑрсем пур // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%ba%d0%b ... %83%d1%80/
Эппин, мухтава тивӗҫлине мухтар, хурлама кирлине хурлар, питлемелле пулсан — питлер.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Пӗрремӗш утлӑ ҫарӑн мухтава тухнӑ похочӗсене хутшӑннӑскер.
23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсем халӑхпа уйрӑм ҫын умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсемпе ыйтусем кӑларса тӑратнине шута илсе, кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗп.
Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html
«Революци салтакӗ» ҫинчен, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ, пурнӑҫӗ ҫинчен халӑха каласа пани — мухтава тивӗҫлӗ ӗҫ.
Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.
Ҫак ырӑ ӗҫе те вӑл усал ӗмӗтпех — Калис умӗнче мухтава тухас, ун пуҫне ҫавӑрас, ӑна хӑй аллине кӗртсе ӳкерес ӗмӗтпех тунӑн, Калиспа амӑшне вӑл хӑй машинине ҫав ӗмӗтпех лартнӑн, кашни сӑмаха ҫав ӗмӗтпех каласа пынӑн туйӑнчӗ.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ӗҫре палӑрнисем уявра хисеппе мухтава тивӗҫрӗҫ.
Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24
Анна Иванова та мухтава тивӗҫ.
Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133
Чӑваш Енре ӗҫпе мухтава тивӗҫнӗ династисене чысларӗҫ.
Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063
Хӑш-пӗрисем, ҫамрӑккисем, ватӑсене сӗт таврашӗ тӳлевсӗр памалла тӑвасшӑн пулман, ҫавӑн пирки пӗрлехи пухура вӗсем председательпе ҫине тӑрсах тавлашнӑ, анчах Мамарланов ҫавнашкал карма ҫӑварсем хыҫҫӑн кайман: «Ватӑсене эп тырӑ та, сӗт те, ыттине те паратӑп, мӗншӗн тесен вӗсем ҫамрӑкрах чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫӗрӗк ҫӗрулми икерчи ҫисех колхоза хӑйсен ӗнси ҫинче тытнӑ, фронта пулӑшнӑ — ун пеккисем ӗмӗр-ӗмӗр мухтава тивӗҫ!» — тенӗ вӑл.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Апла пулсан кашни ҫынах мухтава тивӗҫлӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Мӗн тери пархатарлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ вӗсем, пирӗн мухтава тивӗҫлӗ совет тухтӑрӗсем.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.