Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн тесен, вӗсене хирӗҫ темле мерӑсем туса ирттереҫҫӗ пулин те, вӗсем ҫапах та хӗсӗнсе кӗме ӑс ҫитереҫҫӗ.Потому что, несмотря на все меры, они все-таки умудряются пролезать.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Мерӑсем хӑвӑртрах йышӑн, ахалӗн ответ тыттаратпӑр, терӗҫ.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Урӑх команда пулсан, эпӗ пурин ҫинчен те тахҫанах сиснӗ пулӑттӑм тата сыхланас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑннӑ пулӑттӑм.С другой командой я давно обо всем догадался бы и принял меры предосторожности.
XII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Мана сыхлӑх тӗлӗшӗпе мерӑсем йышӑнма ирӗк парӑр е ӗҫрен кӑларса ярӑр.
IX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Иккӗленместӗп, ҫак мерӑсем республикӑри массӑллӑ спорт тата пысӑк ҫтӗнӳсен спорчӗн аталанӑвне хушма ҫӗнӗ хӑват парӗҫ.
Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/14/glav ... et-s-dnyom
Республикӑра пултаруллӑ спортсменсене хатӗрлемелли условисем йӗркелес тӗллевлӗ мерӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ.
Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/14/glav ... et-s-dnyom
Тӗнчен юлашки кунӗсене пирӗн ҫирӗп, ӑслӑ-тӑнлӑ мерӑсем йышӑнса капӑрлатмалла, телейлетмелле.Мы должны суровыми и мудрыми мерами обставить пышностью и счастьем последние дни мира.
Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Мерӑсем йышӑнмалла, Мстислав Сергеевич, пире вӗсем вӗлересшӗн, ӗненсемӗр мана, ҫавӑнпа вӗҫленет.Надо меры принимать, — убьют они нас, Мстислав Сергеевич, поверьте мне, — этим кончится.
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Мерӑсем йышӑнатӑп!
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Мерӑсем йышӑнӑпӑр!
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Мерӑсем йышӑнтӑм.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Мӗнле мерӑсем йышӑннӑ? — ыйтрӗ Громада.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Громада ҫак енчи ҫула сыхласа тӑрас тӗлӗшпе ҫирӗп мерӑсем йышӑнчӗ.Громада позаботился о том, чтобы это направление было надежно прикрыто.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ун ҫинчен манман эп, мерӑсем йышӑнтӑм, генерал юлташ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тата ҫав хӗрарӑм кашни жалобӑнах: эсир ниепле мерӑсем те йышӑнмастӑр пулсан, эпӗ сирӗнтен аслӑрах пуҫлӑхсене ҫырса пӗлтеретӗп, тесе вӗҫлетчӗ.
Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Машинисткӑсем тӑрӑшса пичетленӗ виҫҫӗр ҫыру (пулӑшу ыйтса ҫырнӑ воззванисем, рабочисен пӗрлешӳллӗ организацийӗсенчен пулӑшу ыйтса ҫырнӑ ҫырусем, опроверженисем, Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи судсем революционерсем пирки хытӑ мерӑсем йышӑннине хирӗҫ протестлесе ҫырнӑ хутсем) пуштӑ расхочӗсене тӳлеме укҫа ҫук пирки каяймасӑр выртнӑ.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Ну, князь, акӑ сире манӑн алӑ, манӑн ҫирӗп сӑмах: ҫулталӑк та вӑхӑт иртмӗ, анчах эсир йышӑнакан мерӑсем ҫителӗксӗр пулӗҫ!
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
— Васкавлӑ мерӑсем йышӑнма тивет сирӗн.
Тӗлӗнмелле хӳтлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
«Армавир хулин вӗренӳ управленийӗ тӗрӗслев ирттерет. Вырӑнта комисси ӗҫлет, унӑн пӑтӑрмах сӑлтавне тупса палӑртма, шкул вӗренекенӗсен сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан пулӑмсенчен сыхланмалли мерӑсем йышӑнма тивӗ», — ҫапларах палӑртнӑ оперштабра.
Армавирти шкулта потолок ачасем ҫине персе аннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28413.html
Анчах эпир эсир сӗннӗ пек калаҫма пуҫласан, чӑн-чӑн выҫлӑх ҫитмесӗр правительство нимӗнле мерӑсем те йышӑнмӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.