Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сенкертерех акӑлчан хурҫи бамбукӑн пиҫӗ вуллине пӗрре ҫапсанах Горн вӑй-хӑват антӑхӑвӗпе, тимлӗх чарусӑрлӑхӗпе хӗмленчӗ, вӑйӑмӗн лӑпланми пӑрӗ йывӑҫ вуллисене кисретнӗ май самаях халсӑрланчӗ, анчах ӗшенӗвӗ темлерех пылак туйӑма куҫать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вара эпӗ ҫӳлтен шучӗпе виҫҫӗмӗш кнопкӑна тӗкрӗм, — ҫийӗнчех аялалла вирхӗнтӗм, анчах куратӑп: малтан пулнинчен ҫӳлерех-мӗн, тата ҫак ҫӳллӗшре пӗр лӑпланми ҫаврӑнатӑп-куҫатӑп, — кӑмӑл пӑтранса киличченех.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ассоль лӑпланми, кӑшкӑрсах йӗрет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Коридорта Консуэло куҫҫульне ирӗк пачӗ, ача пек лӑпланми, хыттӑн ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗме пуҫларӗ.В приемной Консуэло дала волю слезам, рыдая громко и безутешно, как ребенок.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кашни кунах Таулок тӑвӗ ҫине улӑхнӑ, хайхи чакӑл тӑва пӑртак хускаткаланӑ, тӑвӑн чарусӑр сулланӑвӗ унӑн лӑпланми чӗрине пусӑрӑнтарнӑ имӗш.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Кравать силленме чарӑнчӗ пулас, анчах Спрингӑн юлашки сӑмахӗсем хыҫҫӑн каялла-малалла хӑвӑрттӑн куҫма тытӑнчӗ, шӑналӑк айӗнчен йӗрмӗшни, лӑпланми нӑйлани илтӗнет.
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Каҫхине хӗвел анӑҫ енче вӑйлӑ канонада кӗмсӗртетет — унта лӑпланми ҫапӑҫу пырать тейӗн.Ночью слышалась сильная канонада в западной стороне, как будто там шло бесконечное сражение.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Лӑпланми хӗсӗрлет.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Аялта ӗмӗр лӑпланми шыв сарӑлса выртать, ун хумӗсем ҫинче тин ҫеҫ тухнӑ хӗвел ҫути йӑлтӑртатать.Внизу широко стлалась вечно живая река, на ее всплесках сияло недавно родившееся солнце.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Лӑпланми хуйӑхӑн куҫҫулӗсене пытарас тесе, пуҫне чӗркуҫҫиӗсем ҫине пӗшкӗртсе, кӑмака патӗнчи кӗтесре Олеся хутланса ларать.Наклонив голову к коленям, чтобы скрыть слезы отчаяния, забилась в угол у печи Олеся.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Пӗр сасӑ та ҫук: автансем кӑна ялта, хӑйсене илтекенсене тӗлӗнмелле тӗлӗртсе, кичемлетсе, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса авӑтаҫҫӗ; тата таҫта, ҫӳлте, йывӑҫсен тӑрринче, ҫамрӑк хурчӑка такама макӑрса чӗннӗ пек лӑпланми пиклетни янӑрать.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Мӗнле пултӑр: хуйхӑрать, лӑпланми макӑрать, сана ылханать.— Что: грустит, плачет неутешными слезами и проклинает тебя…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1