Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лартчӑр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсем лартчӑр та ӳстерччӗр.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Кайран лартчӑр вара…

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кирлӗ пулсан лартчӑр хӑйсем.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Нихҫан та патшана ан лартчӑр сана.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нимӗн те каламасан — чӑнласах та хупса ан лартчӑр?

Ничего не говорить — как бы еще на самом деле не посадили!

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫав ҫулсенче ирӗкре пурӑнса ирттерсен, тытчӑрах кайран тепре, хупса лартчӑр

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ ҫапла та шухӑшласа пӑхатӑп: тӗрмене лартчӑр хуть, тетӗп.

Я иногда и о таком задумываюсь: пусть посадят в тюрьму.

VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӗсем чӑхӑмласа ҫула пӳлсе ан лартчӑр тесе эпир чугун ҫул хӗррине темиҫе партизана чӗн пушӑсем тыттарса тӑратрӑмӑр.

Чтобы предотвратить затор, поставили у въезда на полотно несколько партизан с кнутами.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫук, лазарет ӑҫтине кӑтартмасть вӑл вӗсене, хуть те ӑна шалча ҫине лартчӑр.

Нет, он не выдаст раненых, пускай его хоть на кол сажают!

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Пӑрахута хӗстерсе ан лартчӑр

— Не затерло бы пароход…

Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ан тив, кирек мӗнле йывӑр услови лартчӑр вӗсем пирӗн ума.

Пусть на тяжёлых условиях.

Йывӑр урок // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Сталинграда ҫӗнӗрен туса лартчӑр!

Чорт с ними, пусть отстраивают Сталинград!

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ӗмӗр тӑршшӗпех мана ӗҫрен хӑваласа ан яччӑр, тӗрмене ан лартчӑр, вӑрҫӑра ан вӗлерччӗр тесе хӑраса пурӑнать.

Всю жизнь в страхе живет, чтобы меня с работы не прогнали, чтобы в тюрьму не посадили, чтобы на войне не убили.

«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ак, мӑшкӑл, хушшӑмӑра сӗкӗннӗ Надсон, Хушар, лартчӑр ӑна алфавит вӗҫне!

Между нами — вот беда — позатесался Надсон Мы попросим, чтоб его куда-нибудь на Ща!

Юбилей сӑвви // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 36–47 с.

Ун чухне эсир мӗн пӗлнине кайса каласа парӑр: ан тив, ҫав шульӑксене тӗрмене хупса лартчӑр.

Тогда вы пойдите и расскажите все, что знаете: пускай этих жуликов засадят в тюрьму.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хӗстерсе ан лартчӑр тата, мурсем…

Как бы не поперли…

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хаяр старик Якова санитарсем инвалидсен ҫуртне хупса лартчӑр.

А злобного старика Якова пусть заперли бы санитары в инвалидный дом.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Бригадирсене хуш, ҫапӑ касчӑр, ҫатан авса, калча ҫине лартчӑр, Тата сана тепӗр канаш — чи мала государство интересӗсене ларт, хӑвӑнне мар, тырӑпа та, ытти парӑмсемпе те сан государство умӗнче хӳресем ан пулччӑр…

Прикажи бригадирам, пусть нарубят хворосту, сделают плетни и поставят на зеленях затишки, И еще тебе один совет — превыше всего ставь интересы не свои, а государственные, чтобы у тебя ни по хлебу, ни по каким другим обязательствам хвостов не было…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫырмасан — персе вӗлеретӗп сана, сиенлӗ ҫӗлен-калтана, кайран вара саншӑн хамах тӗрмене кайса ларам пӗреххут, ан тив вунӑ ҫуллӑхах лартчӑр, пурӗпӗрех.

Ежели не напишешь — застрелю как вредного гада, а потом пойду за тебя в тюрьму хоть на десять лет!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

14. Арӑмӗ, Зерешь, тата тусӗсем каланӑ ӑна: аллӑ чике ҫӳллӗш юпа лартчӑр, ирхине патшана кала, Мардохее ҫав юпаран ҫакчӑр, ун хыҫҫӑн вара хавассӑн патшапа пӗрле ӗҫке-ҫике уттар, тенӗ.

14. И сказала ему Зерешь, жена его, и все друзья его: пусть приготовят дерево вышиною в пятьдесят локтей, и утром скажи царю, чтобы повесили Мардохея на нем, и тогда весело иди на пир с царем.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней