Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл кула-кула тата кубанкине ӗнси ҫине антарса лартсах айккинелле пӑхса пынинчен, пӗр аллинчи пӳрнисемпе чӗлпӗре ҫӑмӑллӑн пуҫтарса тытнинчен, тепӗр аллипе тытнӑ пушӑпа хӑмсарса пынинчен, йӗнерӗн ура пускӑчисем ҫинче ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе, хура лашине шпорсемпе хистесе пынинчен юланутпа ҫӳресси уншӑн канлӗ те чи кӑмӑла килекен ӗҫ пулнине курма пулать.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Корнилов ҫамрӑк разведчиксене пукан ҫине лартсах задание мӗнле ӑнланнине тӗрӗслерӗ; пӗр сехетрен, кутамас та вӑр-вӑр, опытлӑ разведчик Влас Важенин ачасене аякри штольнӑна ертсе кайрӗ; ку штольнӑн ҫӳле тухмалли шӑтӑкӗ поселокран инҫетре пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӗлӗкрен юлнӑ йӑлана, ашшӗ-амӑшӗ апатланнӑ чух, пӗчӗккисем аслисене хисеплеме вӗренччӗр тесе, вӗсене хӑйсемпе пӗрле сӗтел хушшине лартсах кайман.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
33. Ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн та Иеровоам хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнман, халӑх хушшинчен тӳпем вырӑнсен священникӗсене лартсах тӑнӑ; камӑн кӑмӑл пур, ҫавна священника кӗртнӗ вӑл, вара лешӗ тӳпем вырӑнсен священникӗ пулса тӑнӑ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем тырӑ-пулӑ аксан, мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем килеҫҫӗ те вӗсен ҫӗрӗнче ҫӳреҫҫӗ; 4. вӗсем хушшинче чатӑр лартсах пурӑнаҫҫӗ, ҫӗр ӳстерсе паран ҫимӗҫе те Газа патне ҫитичченех пӗтереҫҫӗ, Израиль валли тӑранса пурӑнмалӑх сурӑх та, вӑкӑр та, ашак та хӑвармаҫҫӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2