Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ларакансем (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑхӑн ытларах пайӗ шутланӑ пекех, пире тӗрмере ларакансем шӑнкӑравламаҫҫӗ.

Помоги переводом

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Пурпӗрех пирӗн еннелле пӑхса ларакансем сахал мар пулнӑ иккен.

Помоги переводом

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӑл талӑк хушшинчех тем туса хурӗ, — калаҫса кайрӗҫ хыҫалта ларакансем.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн куҫӗсенчен час-часах куҫҫуль юха-юха анчӗ, вӑл ӑна шӑлмарӗ: ҫумра ларакансем сисесрен те хӑрамарӗ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эсир пурте ҫынсем-ҫке! — пухура ларакансем ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗ Глафира, хальхаль йӗрсе ярас пекскер.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав хура ҫинҫе мӑйӑхлӑ ҫамрӑк арҫын кирек мӗнле канашлура та никамран малтан трибуна умне сиксе тухать, кашни сӑмах хыҫҫӑн тенӗ пекех президиумра ларакансем еннелле йӑл кулса пӑхса илет.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Залра ларакансем алӑ ҫупма тытӑнни унӑн йывӑр шухӑшне сирсе ячӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

«Эх, мӗншӗн эп халь залра ларакансем хушшинче мар?» — тарӑхса шухӑшларӗ вӑл, сысна ферминче ӗҫлекен Кӗркурие кӗвӗҫекенскер, хӑй клуб пуҫлӑхӗ пулнӑшӑн пӑшӑрханчӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Сӗтел хушшинче ларакансем ҫине-ҫинех шаклаттарса ӗҫрӗҫ те, Ульяна, хӑй те хӗрсе кайнӑскер, виҫҫӗмӗш кӗленче туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫав хушӑра калаҫса ларакансем патне тепӗр пилӗк-ултӑ ҫын пырса ларчӗҫ.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа юлташӗсенчен уйрӑлса калаҫса ларакансем патне килнӗ иккен.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӳсӗр пуҫпа руль умне ларакансем сахал-и тата?..

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Тимлӗ итлӗр, — куҫне хӑйне шӑтарасла пӑхса ларакансем ҫине сӑваплӑн ывӑтса илчӗ вӑл.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тарават кӗтсе илчӗҫ ӑна кунта хут ҫинче ларакансем.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кунта тухан-кӗрен, хӑйне лапсӑрах ярса, культурӑллӑ тавралӑхпа киленсе ларакансем пӑт-пат ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ-ха.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун пуҫарӑвне сӗтел хушшинче ларакансем пурте харӑсах хава илчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачасенчен ытларахӑшӗ, килхушшинелле тухса юхнӑскерсем, ҫуйхашаҫҫӗ, чӗнкӗлтетеҫҫӗ, ҫӗмӗрлешеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе кӑрт-карт тӗрткелешеҫҫӗ, алхасаҫҫӗ, парттӑ хушшинче тӗкӗшсе ларакансем те пур.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Блокночӗ ҫине ҫырса пыракан цех начальникӗ ларакансем енне пӑхса илчӗ, урӑх никам та шарлакан ҫуккине кура сӗтел хушшинчен тӑчӗ.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Залра ларакансем пурте тенӗ пекех сасӑ илтӗннӗ ҫӗрелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Чӑлха ҫыхнӑ чухне пӗр йӑллине сиктерсе хӑварсан, пӗтӗм ӗҫ пӑсӑлать. Хаҫат вуласси те ҫавӑн пек япала — пӗр-ик кун вуламасӑр юлсанах пурнӑҫри пулӑмсемпе ӗҫсене сӑнаса пырасси арканать, хаҫат вулас интерес пӗтет», — терӗ те, итлесе ларакансем сасартӑках хускалса илчӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней