Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йытӑ, малти хӑрах урине ҫӗклесе, якӑлт сиксе хӑй пит аван пӗлекен ҫӗре — картон ешчӗкелле — чӑмрӗ, ача урисем ҫине лапах кӗрсе ӳкрӗ, тав туса ешчӗк хуҫине питрен япӑлт тутарчӗ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Кӑмӑл лапах ӳкрӗ манӑн.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ симӗс улмуҫҫи ҫулҫисем, салтаксем пек, сасартӑк сиксе тӑраҫҫӗ те пӗр ӑстрӑм сапаланса хӑвӑрт-хӑвӑрт чупса каяҫҫӗ, унтан лапах сӗре тӑсӑлса выртаҫҫӗ, каллех тӑрса чупаҫҫӗ.
12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Макарон ҫӑвар маччине лапах ҫыпӑҫать пулин те, арӑма пурӗпӗрех мухтарӑм, тав турӑм.
Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.
«Манашкал тепӗр ансух!» — хутлӑ-хутлӑ намӑс сӑмах кӗрлеттере-кӗрлеттере, «йӗплӗ сурчӑк» лачлаттарчӗ вӑл ӑшӗнче «качтаки» ҫине, вара ҫиллине шӑнараймасӑр, ӳчӗ ҫумне лапах ҫыпӑҫса ларнӑ тарпа касӑхнӑ кӗпине пӳрне вӗҫӗсемпе чӗпӗткелесе уйӑрауйӑра каллех пӗтӗм ӑш-вартан, ҫӑвар тулли усал сӑмах лаплаттарса хучӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хресчен тенӗ ҫын авалхи саманара лапах ӗне ҫилли вырӑнӗнче шутланнӑ.
Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӑтра Михала тӗлӗнче вӗсен умне пӗлӗт ҫинчен лапах ӳкнӗ пекех Людмила тухса тӑчӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Мӗнле вара вӑл — харпӑр хӑйӗн мар?.. — татах тем каласшӑнччӗ Матӗрне, анчах президиумри упӑшки ӑна пӗртен-пӗр чӑмӑрӗпе питӗ лайӑх ӑнланмалла юнаса илчӗ те, хӗрарӑм лапах шӑпланчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла, каттӑрӑшнӑй пуҫӗ, пӗкетпӗрех! — пычӗ-пычӗ те старик сасси кӑмӑскӑланса, кӑмӑскине тӑкса тӑррине тӑрӑлтарнӑн, лапах уҫӑмланчӗ вӑл пӗтмӗшнелле.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑт аптрашки! — кӑвар ӑшне чикнӗ тимӗрле хӗрчӗ-хӗрчӗ те Нина, хӑй хӗрӗвӗпе хӑех пӑчӑхнӑн, лапах сулчӑлатрӗ пӑтӑр-пӑтӑр калаҫӑвне.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сасартӑк ҫавӑнтах унӑн савӑнӑҫӗ, сывлӑш варкӑшса кайнипе сӳнекен ҫурта пек, лапах сӳннӗ.И вдруг восторг его гас, как гаснет свеча от сильного порыва ветра.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Упӑшки хыҫҫӑн алӑк хупӑннӑ-хупӑнманах, шалти мӑкӑрӑлчӑк тӗлӗнче тепӗр хут касса-касса килчӗ те, Кӗҫени, ыратнине чӑтаймасӑр, кӑкӑр тӗпӗпе йынӑшса ячӗ, авӑнса, пӗкӗрӗлсе тӳшек ҫине лапах тӗшӗрӗлсе анчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вилес пек хӑраса ӳкрӗ вӑл, лапах ларчӗ, тӳрех хай пӑтасем ҫине пулчӗ.Он смертельно испугался, сел и сразу наткнулся на те гвозди.
Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.
Ҫавӑн пек ҫын ҫине пӑхсан, хӑвна хӗрхентерес е хӑвӑншӑн пӗр-пӗр ырӑ ӗҫ тутарас кӑмӑл лапах сӳнсе ларать.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вавила каялла чакса кайрӗ, унтан, урисемпе вилерен такӑнса, лапах урайне анса ларчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сима хапха хӑми ҫумне лапах ҫыпӑҫса тӑнӑ, ывӑна пӗлмесӗр сӑвӑ калать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров хӑй вӑййа выляса янине туйрӗ, нимӗн тӑвайман енне пуҫне сулласа илчӗ те, ҫав тери ывӑнса ҫитнӗ пек, сӗтел ҫине лапах пырса выртрӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Шӑпланса ларчӗ, питне аллисемпе лапах хупласа тытрӗ те йывӑррӑн каласа пӗтерчӗ:Помолчал, закрыл лицо ладонью и глухо, сквозь пальцы, договорил-признался:
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫук, ан та шутлӑр, Альбина Альбертовна пулас мар-тӑк, вӑл кунӗн-ҫӗрӗн вӑйне-халне шеллемесӗр тӑрӑшас мар-тӑк, ку кил тахҫанах ишӗлсе анмалла, ҫемье вучахӗ лапах сӳнмелле.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
«Катюшӑсен» шатӑртатакан сасси залппа перекен винтовкӑсемпе пулеметсем тӑкӑртатнине лапах хупласа хучӗ.Рокочущий голос «Катюш» заглушает залповый винтовочный и шквальный пулеметный огонь.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.